01 февраля 2011 г.
Кăçалхи февралĕн 17-19-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсем хушшинчи «Çĕр улми. Пахча çимĕç» курав иртет. Хальхи вăхăтра чикĕ леш енчи тата хамăр çĕршыври 38 компани курава хутшăнассине пĕлтернĕ, çав шутран Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен, Тюмень, Мускав, Чулхула, Ярославль, Воронеж, Самара, Омск, Свердловск облаçĕсенчен, Краснодар крайĕнчен, Пушкăрт, Тутар республикисенчен те. Курава хутшăнакансем çĕр улми, пахча çимĕç туса илес ĕçри çĕнĕлĕхпе, техникăпа, технологипе паллашĕç. Çĕр улми сорчĕсемпе вĕсене туса илмелли техника, ÿсен-тăрана сыхламалли хатĕрсем Шупашкарти Регионсем хушшинчи суту-илÿпе курав (МТВ) центрĕнче вырнаçĕç.
Кăçал та наука конференцийĕсем, семинарсем, ĕçлĕ тĕл пулусем иртрĕç.