01 февраля 2011 г.
Вăрмар поселокĕнчи çак баннера курсан ирĕксĕрех Çеçпĕл Мишшин сăввин йĕркисем пуçа аса килеççĕ. Камсем вĕсем?
В.Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ; В.Андреева, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ, маунтинбайк енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ, Пекинра иртнĕ Олимпиадăна хутшăннă спортсменка; Р.Боредский, ЧР Президенчĕн 2010 çулхи стипендиачĕ, маунтинбайк енĕпе Раççейре иртнĕ ăмăртусенче мала тухнăскер; Т.Цыркунова, Мăнçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, район администрацийĕн пуçлăхĕн премине тивĕçнĕскер; А.Агеев, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕ; Ю.Васильева - Пысăк Енккассинчи, С.Викторов, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекенсем, биологи енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ Олимпиада призерĕсем; С.Антонов - Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕ, 2005 çулта «Районти вĕрентекен» конкурс çĕнтерÿçи... Пурте тивĕçлĕ те паллакан çынсем. Шăп та лăп ĕнтĕ çакăн пек çынсене ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвне халалланă. Чăн та, малашлăх çамрăксенче, çавăнпа та Президент шаннине пур яш-кĕрĕмĕн те тÿрре кăларасчĕ.