АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнисем ылтăнран мар та, хисеплени паха

28 января 2011 г.

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче те, Раççейре те «Учитель çулталăкĕ» ятпа иртнĕ май «Хĕрлĕ ялав» хаçат вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан чылай материал пичетлерĕ. Ăçта вĕрентекен - унта вĕренекен. Çавăнпа та шкул ачисене те манса хăвармарăмăр, вĕсен вĕренĕвĕпе канăвне çутатнисĕр пуçне конкурссем те йĕркеленĕ.

Вăрмар районĕ - ял хуçалăх тăрăхĕ. Çамрăк вулакансен, хаçатпа çыхăну тытакансен ытларахăшĕ те ялта пурăнать. Çавна шута илсех ĕнтĕ эпир, редакци ĕçченĕсем, ял хуçалăхĕпе çыхăннă темăсене хускатма тăрăшрăмăр.

Пушкăртстан кăна мар, Чăваш Ен те хăйĕн сарă пылĕпе мухтавлă пулнине кăтартас, çак çăмăл мар ĕçпе ĕçлекен çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе те шкул ачисем хушшинче «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт» конкурс йĕркелерĕмĕр.

Çак кунсенче конкурса тăратнă хайлавсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Хурт-хăмăр ăстисен ĕçĕ-хĕлне пĕлсе те тĕплĕн, яка та хитре чĕлхепе çырса панă ĕçсемшĕн А.Иванова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул), Ю.Иванова (Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул), М.Кабакова (Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул) райадминистрацин ял хуçалăхĕ, экологипе çĕрпе пурлăх пайĕн, хаçат редакцийĕн парнисемпе грамотисене тивĕçрĕç. Çакăн пек пултаруллă çамрăксем пур чухне ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пулатех пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика