28 января 2011 г.
Райадминистрацин ларусен залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ ларура районти агропромышленность комплексĕн 2010 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2011 çулхи ял хуçалăх аталанăвĕн планне çирĕплетнĕ, çур акине хатĕрленес ыйтăва пăхса тухнă.
Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Н.Николаев хăйĕн анлă докладĕнче иртнĕ çул тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене - 15111, çĕр улми - 3588, пахча çимĕç 189 гектар çинче лартнине палăртрĕ. Анчах та çанталăк шăрăх тăнине пула ял хуçалăх культурисем чылай пĕтнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ 87,6 миллион тенкĕпе танлашнă.
Иртнĕ çул пур категориллĕ хуçалăхсенчи 5980 гектар çинчен 7539 тонна тĕш тырă (гектартан 12,6 центнер), 2592 гектар çинчен 13560 тонна çĕр улми, 174 гектар çинчен 2334 тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ.
Н.Николаев хăйĕн докладĕнче кăçалхи ĕç планĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл çавăн пекех ял хуçалăх производствине энергие перекетлекен пĕчĕк контурлă шăвармалли системăна вăя кĕртмеллине каларĕ. Çавăн пекех çур акине пур хуçалăхсен те тĕплĕн хатĕрленмеллине, сĕрмелли - çунтармалли материалсене çителĕклĕ туянмаллине, ял хуçалăх техникине çур аки валли хатĕрлемеллине палăртрĕ.
2011 çулта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем валли патшалăх пулăшăвĕн енĕсемпе ЧР ял хуçалăх министерствин тĕп специалист-эксперчĕ В.Ефремова паллаштарчĕ.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕтĕмлетрĕ. Вăл кăçалхи çур акине пур категориллĕ хуçалăхсен тĕплĕн хатĕрленмеллине, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине, унпа тухăçлă усă курмаллине, ытларах кондициллĕ, паха вăрлăх хатĕрлемеллине, кашни çыннăн яваплăха туйса ĕçлемеллине каларĕ.