28 января 2011 г.
Вăрмар район прокуратури ĕç сферинчи саккуна пăхăнса пырассине тăтăшах тĕрĕслесех тăрать. 2011 çул пуçламăшĕнче ĕçлекен çынпа хушма килĕшÿ тумасăр ăна пурнăçламалли çинчен калакан хушу кăларнине тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнчи «Колосок» ача садĕнче ĕç законодательстви епле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ май, кунта РФ Ĕç Кодексĕн 57 тата 72 статйисене тĕрĕс пурнăçласа пыман 10 хушăва тупса палăртнă. Çавна май ача сачĕн заведующийĕ ячĕпе 10 протест тăратнă. Унсăр пуçне «Выльăх-чĕрлĕх тата ытти чĕрчунсем чирлессипе хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен Вăрмарти ветеринари станцийĕ» патшалăх учрежденийĕнчи ĕç законодательствин требованийĕсене кунти ĕç çыннисем мĕнлерех пурнăçласа пырассипе кăларнă хăш-пĕр хушусенче саккуна пăсса çырнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри - дисциплинăна пăснă ĕç çынни пирки ăнлантарса çырманшăн акт йĕркелени.
РФ Ĕç Кодексĕн 192 статйипе килĕшÿллĕн дисциплинарлă явап тыттарас тесен чи малтанах тунă ĕçĕн йывăрăш виçине хакламалла. Çавна май РФ Ĕç Кодексĕн 192 статйипе килĕшÿллĕн ĕç параканăн дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарас тесен ĕç çыннинчен ăнлантару хучĕ ыйтмалла. Енчен те икĕ кун хушшинче ĕç çынни ăна памарĕ пулсан, ĕç паракан çакăн пирки акт çырать.
РФ Ĕç Кодексĕн требованийĕсене мĕнлерех пурнăçланин результачĕсемпе килĕшÿллĕн «Выльăх-чĕрлĕх тата ытти чĕрчунсем чирлессипе хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен Вăрмарти ветеринари станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ ячĕпе протест тăратнă. Ĕç законодательствине пăсас марччĕ.