28 января 2011 г.
2010 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 382-мĕш номерлĕ «РФ Уголовнăй кодексĕн 145 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» калакан Федераллă саккун кăçалхи январĕн 7-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Саккунра РФ Уголовнăй кодексĕн 145.1 статйине çĕнĕрен редакциленĕ.
Çĕнĕ саккунри статьян 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн организаци руководительне, ĕç паракана, вĕсем 3 уйăх е ытларах вăхăт хушши пенси, стипенди, ĕç укçипе пособисен çуррине, е кăшт çеç тÿлесен, 120 пин тенкĕ таран е çулталăк хушшинче ĕçлесе илмелли укçа чухлĕ штрафлама, должноçсем йышăнма, çулталăк хушши палăртнă должноçпе ĕçлеме чарма, çулталăклăха ирĕклĕх правинчен хăтарма пултараççĕ.
Çавăн пекех çак статьян 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн организаци руководителĕсене, ĕç паракансене, пенси, стипенди, ĕç укçине, пособисене е ытти урăх тÿлевсене 2 уйăх е ытларах вăхăт хушши пĕрре те е çакăн чухлĕ вăхăт хушши ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах тÿлесен 120 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран е 3 çул хушшинче ĕçлесе илмелли укçа чухлĕ штрафлама, 3 çул хушши палăртнă должноçсене йышăнма, палăртнă ĕçпе ĕçлеме чарма пултараççĕ. РФ Уголовнăй кодексĕн 145.1 статйин 3-мĕш пайĕ те пур. Кунта саккуна пăснă уйрăмах йывăр тĕслĕхсем пулсан уголовнăй майпа еплерех явап тыттарасси пирки каланă.