25 января 2011 г.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнче: «Профессионализм, хастарлăх, хальхи вăхăт кăларса тăратакан ыйтусене татса пама пултарасси - ăнăçлă çыннăн паллă енĕсем», - тенĕ. Çакă ырă енсем тÿрремĕнех Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Олег Анатольевич Иванова пырса тивеççĕ. Вăл ертсе пыракан ял тăрăхĕ хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе республикипе çеç мар, Раççей шайĕнче те палăрма пултарчĕ.
Çавна май иртнĕ кунсенче кунта Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе «Социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри - пурнăç пахалăхне ÿстересси» темăпа пĕрлехи канашлу иртрĕ. Унта гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикин Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн директорĕ С.Николаев, Вăрмар тата Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕсем К.Никитин, Ю.Васильев, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Асăннă мероприятие хутшăннисен тĕп тĕллевĕ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси пулчĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси чи малтанах кунти тĕслĕх библиотекăран пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем авалхи чăваш йăли-йĕркипе хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, савăнăçлă концерт лартрĕç. Билиотека ĕçченĕсем «Манăн тăван енĕм - Чăваш Ен» кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. Çавăн пекех кунта ал ăстисен хатĕрĕсемпе те паллашма тÿр килчĕ.
Ĕçлĕ çул çÿрев малалла пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăсăлчĕ. Кунта килнĕ хăнасем ун ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çакна палăртмалла: офиса район администрацийĕ хăпартма укçа-тенкĕ уйăрнипе пĕрлех О.Иванов ертсе пынипе вырăнти халăх «ниме» шучĕпе чылай тăрăшнă. Кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсем халăха паха медицина пулăшăвĕ парассипе тимлеççĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, хоккей площадкинче, Энĕшпуçĕнчи Иоанн Богослов чиркĕвĕнче пулса курчĕç.
4 яла пĕрлештерекен Энĕшпуç ял тăрăхĕнче çавăн пекех «Шоркистринский» кооператив, «Ямал» тулли мар яваплă общество, «Иванова О.А.», «Романтика», «Роса», «Чискар» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, РФ Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн пайĕ, Вăрмарти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, Вăрмар райповĕн 3 лавкки, уйрăм çынсен 6 лавкки,автозаправка станцийĕ, Иоанн Богослов чиркĕвĕ вырнаçнă. Асăннă ял тăрăхĕнче 844 уйрăм кил хуçалăхĕ шутланать, вĕсенче 1276 çын пурăнать. Пĕтĕмĕшле каласан ял халăхне пахалăхлă пулăшу пама обществăлла инфратытăма аталантарса пыраççĕ.
Палăртма кăмăллă: иртнĕ çул асăннă ял тăрăхĕ вырăнти халăхăн пурнăç хăрушсăрлăхне сыхлас енĕпе республикăри ытти ял тăрăхĕсем хушшинче малти вырăна çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех ку енĕпе Атăлçи федераци округĕн шайĕнче те малти вырăна тухрĕ, чи лайăх ял тăрăхĕсен шутне кĕчĕ. Ял тăрăхĕнче пушар хуралне пысăк шайра йĕркелеме пултарни килнисене чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Çавăн пекех ял халăхне тĕрлĕ хыпарсем пĕлтерме радиорубка ĕçлени те вĕсене çак ĕçсене вырăнта пуçарса яма хавхалантарчĕ.
Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче Çар мухтавĕн музейĕнче хăнасене И.Криков тавра пĕлÿçĕ интереслĕ пулăмсемпе паллаштарни кăсăклантарчĕ.
Канашлăвăн пленарлă пайĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăвĕн 2010 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, малашлăх задачисене палăртрĕç. Çакăнтах районта ирттернĕ «Çутă пултăр!» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан асăннă конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Районти предприятисемпе организацисенчен Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕ малти вырăна тухрĕ.
«Энĕшпуç ял тăрăхĕ» электронлă презентаци пурне те килĕшрĕ.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çакна каламалла: пур япала та укçапа çеç çыхăнман, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăхпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени ун инфратытăмне аталантарма пулăшать. Хăйĕн ĕçĕнче О.Иванов авалхи чăвашсен «ниме» йăли-йĕркипе анлăн усă курать. Çакă вара ăна ял тăрăхне çÿллĕ шайра аталантарма пулăшать. Çапла майпа вĕсем кĕске вăхăтрах вырăнта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартса лартнă. Ял тăрăхне тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе те чылай тăрăшаççĕ вĕсем. Вырăнтах теплица туса лартнă, унта чечексем çитĕнтереççĕ, çуркунне вĕсемпе тавралăха илем кÿртеççĕ. Кунтах хăпартса лартнă фонтанĕ хуларисенчен пĕрре те кая мар. Пĕтĕмĕшле каласан ял çыннине пурăнмашкăн пур условисем те пур. Кăçал вара Культура çурчĕ хăпартма пуçлас тĕллевлĕ. Çавăнпа та çамрăксем тăван ялах юлма кăмăллаççĕ.
«Энĕшпуç ял тăрăхĕнчен тĕслĕх илмелли нумай», - терĕç Тăвайсем. Вĕсем те пирĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăйсем патне чĕнсе хăварчĕç.