25 января 2011 г.
Çынсене ĕçпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикине 156 млн тенкĕ килнĕ. Ку кăçал çав тĕллевпе куçарнă пĕрремĕш транш е Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Суслонова тата Раççей Ĕç ведомствин ертÿçи Ю.Герций çирĕплетнĕ йышăнупа килĕшÿллĕн республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçа кĕртме пĕрремĕш квартал валли федераци бюджетĕнчен уйăрнă малтанхи субвенци. Вăхăтра куçарнă бюджет ассигнацийĕ халăха ĕçпе тивĕçтермелли ĕç-хĕле йĕркеллĕ туса пымашкăн укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрма май парĕ.
Траншăн 75,3 проценчĕ (117,5 млн тенкĕ) ĕçсĕр юлнă çынсене социаллă тÿлев валли - ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи, вăхăтчен пенсие тухнисене, асăннă категорири çынсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарма, ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕ ку е вăл профессие вĕрентме янă çынсене стипенди тÿлеме кайĕ. Чăваш Ене тĕллевлĕ çитнĕ лимита районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен хушшинче мĕнле пайлассине пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчех палăртнă. Вун пĕр миллион тенкипе общество ĕçĕ валли, ĕçсĕррисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма, вĕрентсе професси илме пулăшма усă курĕç.