25 января 2011 г.
Пирус сĕрĕмне пула аталанса вăй илнĕ чир-чĕр кашни çулах тĕнчери 5 миллион, Раççейри 400-500 пин çынна пурнăçран вăхăтсăр уйăрса каять. Çĕр чăмăрĕ çинчи кашни пиллĕкмĕш вилĕм сăлтавĕ - çак наркăмăш. Пирĕн çĕршыври лару-тăру тата хăрушăрах: пĕтĕм тĕнчере пурăнакансен 28 проценчĕ сигаретпа туслă пулсан, Раççейре арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 30 проценчĕ ун серепине çакланнă. Пирĕн республика та ку енĕпе кая юлмасть: халăхăн 40 проценчĕ туртать. Чи хăрушши - çап-çамрăк хĕрсемпе каччăсем пирус танатине лекни. Вĕсенчен 15 проценчĕ вунă çула çитичченех çăвара сигарет хыпса курнине, шкул ачисен 20-30 проценчĕ тăтăш туртнине мĕнле ăнлантармалла; Укçа парса туяннă наркăмăш хăйсен сывлăхне хăрушла хавшатса хăварнине, çамрăк организма ÿсме, аталанма чарса лартнине, психика улшăннине нивушлĕ илтмен вĕсем?
Сигарет - ирĕклĕн сутакан пĕртен-пĕр наркотик. Эсир ăна укçалла туянсах хăвăр сывлăхăра сутатăр, ют çĕршыв усламçисене тата ытларах пуйтаратăр. Аслăрах тусăрсем сигарет сĕнсен ан илĕр, «çук» теме хăват çитерни эсир çирĕп кăмăллă, вăйлă çын пулнине çирĕплетет. Пирус туртакансен пурнăç çулĕ 15 çул таран кĕскелет. Алла сигарет тытиччен çакăн пирки тепĕр хут аса илĕр. Хăвăра юратăр, улталаттарса, укçа тÿлесе сывлăхăра аркаттарма ан парăр.
Хăш-пĕр çамрăк хăйĕн çулĕнчен аслăрах курăнас, хăйне пысăк çын пек туяс тесе çăварне пирус хыпать пулсан, теприне пĕтĕмпех тутанса, туйса курас килни канăç памасть. Малтанхи сигарета чылайăшĕ хăйĕн ирĕкĕпех илет, ытла хăрушă, каялла тухма йывăр танатана çакланнине вăхăт иртсен çеç туйма пуçлать. Вĕсем хăйсене кăна мар, пĕрле пурăнакансене те пысăк сиен кÿреççĕ. Эпир пурте çак сывлăшпа сывлатпăр, пач туртманнисем те пирус сĕрĕмне вĕсенчен 15 процент чухлĕ сахалтарах кăна çăтаççĕ.
Статистика цифрисем питĕ хăратаççĕ: ÿпке ракĕпе вилнисен 85 проценчĕ, миокард инфарктне пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнисен 25 проценчĕ - çак наркăмăш серепине çакланнисем. Пирус сĕрĕмне пăравус пек мăкăрлантаракансен професси чирĕ - облитераци эндартеринче (пĕр-пĕр органăн, артерисен шалти сийĕ шыçса тăртаннăран вĕсен хăвăлĕ пĕчĕкленсе-пĕрĕнсе питĕрĕнни) хăвăрт аталанать.
Малтанах çын ура ыратнине туять, унтан уксахлама пуçлать, хыççăн юхан-суран, язва вăй илме, юн пыманнипе ура хуралса çĕрме, гангрена пуçланма пултарать. Çавна май урасăр тăрса юлас хăрушлăх тухса тăрать.
Аталаннă çĕршывсенче пирус сиенне ăнланса илнĕ ĕнтĕ - туртакансен йышĕ çултан-çул чаксах пырать. Хăйсен пурнăç çулне тупайман, малалла аталанайман, эрех-сăрапа минрекен çынсем çеç хăтăлайман ун серепинчен. Çавна май çак наркăмăша хатĕрлесе кăларакан предприятисем хупăнса ларас хăрушлăх патне çитнĕ. Çавăнпа хăйсен продукцине ытти çĕршывсенче, уйрăмах Раççейре, анлăрах сарассишĕн тапаланаççĕ те вĕсем.