25 января 2011 г.
Сывă пурнăç йĕркишĕн шухăшламалли пур. Раççей çынни ытларах чухне чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе (çулталăкне 600-700 пин çын) вилет. Унтан урăх çын вĕлернипе, çул çинчи инкеке пула тата ытти сăлтава пула (310 пин) пурнăçран уйрăлаççĕ. Усал шыçă чирĕсемпе те çулталăкне 300 пине яхăн çын пурнăçĕ татăлать. Кайран хырăмлăх чирĕсем, диабет... Анчах та тухтăрсем чылай чир сăлтавне сиенлĕ йăлапа çыхăнтараççĕ: эрех ĕçни, пирус туртни, наркотиксемпе иртĕхни.
Статистикăпа килĕшÿллĕн çулталăкра 50 пине яхăн çын эрех ĕçсе вилет. Пирĕн çĕршывра 15 çултан аслă кашни çын пуçне 18 литр спирт тивет. Тĕнчери чи пысăк кăтарту çакă. Тата хăрушăрах цифрăсем те пур. Экспертсен шучĕпе 18 çултан пуçласа 40 çула çитиччен вилнĕ çынсенчен 65 проценчĕ пурнăçран уйрăлнă самантра ÿсĕр пулнă. Вилĕм хучĕ çине вара вĕсене «инфаркт» е «инсульт» тесе çырса панă.