АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп асăрхаттарать – ăшă тăхăнма ыйтать

25 января 2011 г.

Раççей медикĕсем палăртнă пекех Çĕнĕ çулхи каникулсем вĕçленнĕ тĕле гриппа чирлесси ÿсме пуçларĕ. Чир эпидемийĕ Раççейри 14 регионта, вĕсен шутĕнче Чăваш Республикинче те сарăлать.

Çак вăхăтран пирĕн районта кăçал грипп чирĕ сарăлнине палăртман. Вăрмарти тĕп больницăра кунне ОРВИ чирĕсемпе чирлекен 20-25 çынна палăртаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ачасем.

Грипп - вирус инфекцийĕ. Çулсеренех унăн эпидемийĕ çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан халăхăн 15 процентне ярса илет.

Чирленĕ хушăра çыннăн организмĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкет: вирус белокĕсемпе наркăмăшланать, сив чир пуçланать, пуç ыратать. Грипп уйрăмах йывăррăн иртсессĕн ринит, гайморит, бронхит, отит, пневмони чирĕсем час-часах аталанма пултараççĕ. Чир мала кайсассăн çавăн пекех миокардит (чĕре мышци шыçни) та пулма пултарать. Акă, пĕр тĕслĕх илсе кăтартар. 8 çулхи Ваня гриппа чирленĕ, 10 кун иртнĕ хыççăн сывалса çитнĕ те шкула çÿреме пуçланă. Анчах ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекен те арçын ача хăвăрт ывăнакан, час-часах йынăшакан, макăракан пулса кайнине сăнанă. Ваня вăйлă тарланă, чĕре çывăхĕнче ыратни çинчен каланă. Ача-пăча поликлиникинче ăна диагноз лартнă: гриппа чирленĕ хыççăн миокардит аталаннă.

Тата тепĕр пулăм: 3 çулхи Миша гриппа чирленĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна килти условисенче сыватнă. Ача хăйне йĕркеллех туйма пуçланă, анчах та тепĕр 2 эрнерен ашшĕ-амăшĕ ывăлне ыйту парсан ачи ăна пачах хуравламаннине е тĕрĕс мар хуравланине сăнама пуçланă. Лор-тухтăр патĕнче пулнă хыççăн ача илтме пăрахнине палăртнă. Грипп шала кайнине пула Мишăн хăлхисем илтми пулнă.

Çавăн пекех ачасен менингит, энцефалит чирĕсем пулма пултараççĕ. Гриппа чирлекенсенчен çурри - ачасем. Паянхи кун унран сыхланмалли чи эффективлă мел - вакцинаци. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хăвăрăн ачăрсемпе тимлĕ пулăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика