25 января 2011 г.
Уй-хир, вăрмансем тасамарланни аякра пирки куçа пит курăнсах каймасть пулсан, çывăхри, ял варринчи пĕве çумĕнче мĕн кăна япăхса выртнине курмастăн-ши кашни каймассерен. Çакна кашниех курать пулсан та, чылайăшĕ тимсĕр, сÿрĕк.
Кунта çулллахи шăрăх вăхăтра пĕтĕм ял-йыш, ватти-вĕтти шыва кĕрсе киленеççĕ. Хамăр ял çыннисем çеç мар, ют ялсенчен те иртсе çÿрекенсем чарăнса, канса каяççĕ. Кунта мĕн кăна тумаççĕ пулĕ: шашлăкне те ăшалаççĕ, сăри-эрехне те сахал мар ĕçеççĕ (шывра путса вилесрен те хăрамаççĕ, ун пек инкек сахал мар пулнине пĕлсе тăрсах). Анчах хăйсем хыçĕнчен йĕркелĕх хăварма тăрăшмаççĕ, çитменнине тата эрех кĕленчисем кунтах çапса-ватса хăвараççĕ вĕт-ха. Вĕсен хыçĕнчен те çынсен шыва кĕрекенсен çара уран мĕнле çÿремелле-ши вара; «Пирĕн хыçран хуть тĕнче пĕттĕр!» - теççĕ пулмалла ирсĕр çынсем.
Çывăхри йĕркесĕрлĕх хăвăртах куçа курăнать тенĕрен тепĕр тĕслĕх пирки пуçарам-ха калаçăва. Çуркунне, юр кайса пĕтсен, симĕс курăк шăтма пуçласан ялти çырмасен шырланĕсенче мĕн амакĕ кăна сиксе тухмасть пулĕ, пăхма хăрушă, ирсĕр. Çак шырлансене е ахальчăнкă çырмасене çывăхра пурăнакан ял çыннисем çу, хĕл каçнă пластмассă баклашкисем, сăрă банкисем тата ытти килте кирлĕ мар япаласене пăрахса тултараççĕ те çуркунне вара вĕсем сасартăк тенĕ пек сиксе тухаççĕ, ешерекен çут çанталăк илемне пĕтереççĕ. Çулла вĕсем курăк ăшĕнче, хĕлле юр айĕнче выртнипе пит курăнмаççĕ, никам чунне пăлхантармаççĕ, шухăшлаттармаççĕ. Çуркунне вара чăнахах та катастрофа тейĕн.
Эпĕ темиçе çул каялла ял Совечĕн депутачĕ пулнă май, пĕррехинче çуркунне çав çÿп-çап куписене пĕтерес тесе ял тăрăх çÿрерĕм, çынсене хăйсен çумĕнчи çырма хĕррисенчи çÿп-çапа пуçтарса çунтарас ĕçе пуçарса ярас терĕм. Тĕрлĕрен калаçрĕç хăйсемпе ун чухне курса калаçнă çынсем, хăшĕсем килĕшсе тирпейлеме хатĕррисем тупăнчĕç, ĕçлерĕç тăрăшсах, хăш-пĕрисем: «Эп кунта пăрахман!», - тесе айккинелле пăрăнчĕç. Вĕсен çумĕнчи çÿп-çап куписем паян кун та япăхса выртаççĕ.
Çапах та мана пĕр кÿршĕ çыннисем кăмăла сивĕтмерĕç, шанчăка татмарĕç. Пулса иртнĕ калаçу хыççăн Н.Краснова кÿршинче пурăнакансем юхан шыв хĕрринчи купине çунтарса, типтерлесе тăраççĕ, урамĕ те яланах таса, кил-çурчĕсене, картисене сăрласа илемлетнĕ.
Çак пысăк мар урам Урнар ялĕнче чи тирпейли пулĕ тетĕп. Çĕр çинчи çăтмах лаптăкĕ тейĕн. Ку кÿршĕре пурăнакансем хăйсен урамĕнчи йĕркелĕхпе мухтанма тивĕçлĕ, пурне те тĕслĕх кăтартаççĕ, халăх ĕçне тÿлевсĕр тума ÿркенмеççĕ. Пурте вĕсем пек пулсассăн Урнар ялĕ çеç мар, районти пĕтĕм ялсем хăйсен илемлĕхĕпе илĕртсе пурне те ырăрах пулма вĕрентĕç.