25 января 2011 г.
Хĕллехи кунсем чи савăнăçлисем, мĕншĕн тесен чи вăрăм хĕллехи кану кунĕсем пуçланаççĕ.
Уроксенчен пушаннă вăхăтра тем тума та пулать-çке. Акă, сăмахран, чи интереслĕ кĕнекесем вулама та, телевизорпа паракан чи лайăх передачăсене пăхма та, хаçат-журнал вулама та вăхăт çителĕклĕ.
Эпĕ хам ытларах вулама юрататăп. Каникул кунĕсенче илемлĕ литература произведенийĕсем нумай вуларăм. Чăваш писателĕсен кĕнекисем мана питĕ килĕшеççĕ. Эпĕ Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» кĕнекине вуласа тухрăм. Кĕнекери Илюк шăпи питĕ пăшăрхантарчĕ. Илюк тĕрĕс çул çине тăнишĕн вара чунтан савăнтăм. Ачасем, эсир те çак повеçе вулăр.