18 января 2011 г.
Вăрмарти ача-пăча библиотекинче «Слава тебе, книгочей» кĕнеке тата вулакан уявĕ иртрĕ. Çак мероприяти чăннипех те кĕнеке тусĕсене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Паянхи кун çамрăк ăрăва кĕнеке вулаттарасси - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа библиотекăра ĕçлекенсем вĕсем валли тĕрлĕ енлĕ ĕçсем туса ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсен шутĕнче ятарласа хатĕрленĕ программăсем, каникулсем вăхăтĕнче иртекен ача-пăча Кĕнеке эрни, писательсен юбилейне халалланă литература уявĕсем, республика шайĕнче иртекен конкурссем, кĕнеке куравĕсем тата премьерăсем. Çак уяв вара ачасене уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вун тăхăр çамрăк вулавçă «Лучший в классе книгочей» конкурса хутшăнса диплом илме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсен шутĕнче: 2-мĕш классенче вĕренекен А.Егорова, К.Ярусова, И.Андреева, 3-мĕш классенче вĕренекен М.Иванова, А.Григорьев, К.Авенирова, В.Николаева, 4-мĕш классенче вĕренекен Н.Белова, О.Иванова, 5-мĕш класра вĕренекен А.Баракзай, 6-мĕш класри Е.Михайлова, Р.Алексеева, М.Голубева, А.Ильина, Я.Казакова, 7-мĕш классенче вĕренекен М.Герасимова, К.Николаева, 8-мĕш класра вĕренекен Т.Крылова, 9-мĕш класри Е.Платонова. Нумай кĕнеке вулакансен шутĕнче 4 «А» тата 5 «В» классене те библиотека ĕçченĕсенчен диплом парса хавхалантарчĕç. Уява хитре те витĕмлĕ ирттерме çамрăк вулакансем сахал мар вăй хучĕç. Тĕрлĕ сăвăсем, сценкăсем хатĕрлерĕç. Вулавçăсене Вăрмар район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн начальникĕ И.Дмитриева саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Малалла та кĕнекепе ялан туслă пулма сунчĕ. Библиотека заведующийĕ залра пухăннă хăнасене «Мой нескучный книжный мир» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен О.Семенова вулакансене кĕнеке çинчен çырнă юрă парнелерĕ. Мероприяти вĕçленсен те ачасем киле кайма васкамарĕç. Вулавăш тĕнчинчен мĕнле-ха çĕнĕ кĕнекесĕр тухса кайăн?