18 января 2011 г.
Пысăк Енккассинчи Татьяна Витальевнапа Владимир Ильич Александровсен çемйине çар чаçĕнчен çыру çитрĕ.
Вĕсен ывăлĕ Костя Оренбург облаçĕнче çар службине пурнăçлать. Ăслă-тăнлă ашшĕ-амăшĕн çемйинче ачасем те тĕрĕс-тĕкел çитĕнеççĕ. Ял ачисем вара çав-çавах воспитани, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕпрех, ачаранах ĕçпе пиçĕхни те вĕсене пур енчен те вăйлăрах тăвать.
Костя та маттур. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи механизаци факультетĕнче вĕренет. Аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтра çĕр ĕçĕпе тăрăшать, ашшĕ-амăшне пулăшать. С.Калягинăн «Колос» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те хăйĕн ĕçне пĕлнине кăтартать.
2010 çулта аслă вĕренÿ заведенине пĕтернĕ каччăна тăванĕсем, тус-юлташĕсем çара ăсатаççĕ.
Кашни ашшĕ-амăшех хăйĕн салтак-ывăлĕшĕн пăшăрханни, кулянни, тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шанни паллă ĕнтĕ. Ывăлĕ çинчен калакан ăшă çыру вара вĕсен кăмăлне хăпартрĕ, унпа тепĕр хут савăнма май пачĕ.
Тав çырăвĕнче çапла каланă:
«Хисеплĕ Владимир Ильич тата Татьяна Витальевна!
Сирĕн ывăлăр Константин хăйĕн çар тивĕçне мотострелоксен 21 бригадинче тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, Раççей Çарĕн салтак ятне çÿллĕ шайра тытать.
Служба вăхăтĕнче Константин хăйне пĕлекен специалист, дисциплинăна пăхăнакан, хушнă ĕçе пурнăçлакан, яваплă салтак пек кăтартрĕ.
Сире, ывăлăра тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн, тав сăмахĕ калатăп.
Çавăн пекех çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере телей сунатăп.
В.ЕРШОВ, çар чаçĕн командирĕ, гварди подполковникĕ».
Çапла салтак чăн-чăн арçын пулса таврăнасса шанаççĕ ашшĕпе-амăшĕ.