АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла хăрушсăрлăх ĕçĕсене вăйлатмалла

18 января 2011 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе иртнĕ ларăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ О.Яковлев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов хутшăннă.

Чи малтанах Вăрмар район территорийĕнче преступлени тăвассин 2010 çулхи кăтартăвĕн комплекслă тишкерĕвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, иртнĕ çул пирĕн районта преступлени тăвасси унчченхи çулпа танлаштарсан 16,1 процент чухлĕ чакнă. 2010 çулта районĕпе пурĕ 182 преступление регистрациленĕ (2009 çулта 217 пулнă), 84,4 процент тупса палăртнă. Криминаллă милици енĕпе преступленисен шучĕ 28,7 процент чухлĕ чакнă, преступлени тунине тупса палăртасси 78,3 процентпа танлашнă. Милицин обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе илес пулсан преступленисен шучĕ 2,3 процент чухлĕ ÿснĕ, ăна тупса палăртасси 91,4 процентпа танлашнă. Районта 10 пин çын пуçне преступлени тăвассин шайĕ 67,2 преступленипе танлашать. Оперативлă службăн приоритетлă ĕçĕнче чи малтанах оперативлă лару-тăрва сыхласа хăварасси пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕн хăш-пĕр участокĕсенче кăтартусем курăмлă. Сăмахран, район территорийĕнче уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси иртнĕ çул сахалрах пулнă, 40 процент чухлĕ чакнă. Йывăр преступленисен шучĕ - 13,5, вăтам йывăр преступленисем тăвасси 24,3 процент чухлĕ чакнă. Çавăн пекех çаратасси - 55,6 (ăна 100 проценчĕпех уçса палăртнă) чакнă, милицин обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе экономика тĕлĕшĕнчен тунă 4 преступление тупса палăртнă. Унсăр пуçне йывăр преступленисем тăвассине уçса палăртасси - 10,3, хваттерсене çаратассине тупса палăртасси 16,4 процент чухлĕ лайăхрах пулса пырать. Ĕçлемен граждансем преступлени тăвасси те иртнĕ çул 19,6 процент чухлĕ чакнă. Унччен тунă 21 преступление уçса палăртнă.

Игорь Геннадьевич çавăн пекех çул çитмен ачасем преступлени тăвассине чакарассипе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем туса ирттернипе те тĕплĕн паллаштарчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Ю.Михеев криминаллă милицин иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, паллаштарчĕ, ку енĕпе преступленисен шучĕ унчченхи çулпа танлаштарсан 28,7 процент чухлĕ чакнине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин профилактика енĕпе ĕçлекен субъектсен пурин те тачă çыхăнура ĕçлемеллине, милицин участокри уполномоченнăйсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен профилактика ĕçĕсене ял тăрăхĕсенче вăйлатмалли çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ О.Яковлев лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май оперативлă розыск мероприятийĕсен ĕçне вăйлатмаллине, уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисем тăвассине чакарассипе комплекслă мерăсем йышăнмаллине, уйрăмах çаратассине тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, хĕç-пăшалăн тата наркотикла япаласен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассине вăйлатмаллине, алкоголь шĕвекĕпе сиенленнĕ çынсен урамсенче преступлени тăвассине чакарассипе профилактика ĕçĕсем ирттермеллине каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика