АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă тыр-пул пултăр тесен

18 января 2011 г.

«Мĕн акатăн - çав шăтать», «Тăпра аксан тырă илеймĕн»...

Чăваш халăхĕн вăрлăх пахалăхĕ пирки вуншар-вуншар каларăш. Хресчен мĕн авалтан çак ыйту çине тимлесе пăхни çинчен калать.

Ара пурнăç шайĕ мĕнле тыр-пул туса илнинчен килнĕ-çке. Паян кун та çавăн пекех вăл, çавăнпа та хуçалăхсен мал курăмлă ертÿçисем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен пахалăхлă вăрлăхне хатĕрлессине юлашки куна хăвармаççĕ. Январĕн 15-мĕшĕ тĕлне районĕпе 25040 центнер вăрлăх хатĕрленĕ, ку çуркунне акса хăвармалли шайăн 101 проценчĕпе танлашать. Тасалăх тĕлĕшĕнчен кондицие 10260 центнер ларнă е 41 процент, çум курăк тĕлĕшĕнчен те çакăн пекех кăтарту. Уйрăм хуçалăхсене илес пулсассăн «Шигали» ЯХПК 4700 центнер (152 процент), «Ямуков Г.Н.» 1000 центнер (кирлĕ шайран 143 процент), «Яковлев В.Н.» 700 центнер (140 процент), «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 2780 (121 процент) вăрлăх хатĕрленĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен чылай хуçалăхра кирлĕ чухлĕ вăрлăх пур. «Арабоси» агрофирмăра кăна çак кăтарту 34 процентпа çеç танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика