АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта - ученăйсем

14 января 2011 г.

Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна Саруйĕнче çуралса ÿснĕ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, аслă ăслăлăхăн сотрудникĕ, чăваш чĕлхин диалектологине тĕпчекенĕ, шкулсенче вĕрентмелли нумай пособисен тата словарьсен авторĕ Р.Цаплина (1920-1990) çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă тăвас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Шкула филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Н.Егоров, Г.Семенова профессорсем, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем А.Кузнецовпа В.Павлов, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе меслетлĕх уйрăмĕн методисчĕ Т.Павлова килнĕ.

Шкул ачисем Р.Цаплина пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарса литературăпа музыка композицийĕ йĕркеленĕ. Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕрентекенсем, Т.Гавриловăпа Л.Ковалевская, чăваш юррисемпе уяв программине пуянлатнă.

Н.Егоров профессор, пирĕн ентеш (Кинчер), хăй Р.Цаплинăн вĕренекенĕ пулни пирки каласа панă, ачасене Раиса Ионовна Монголинчен илсе килнĕ 5 чĕлхеллĕ (монгол-уйгур-маньчжур-япун-китай) словаре кăтартса интереслентернĕ. Николай Иванович шкула П.Хусанкайăн ĕçĕсен тулли сборникне (6 том) тата гуманитарни институчĕ кăларакан кĕнекесене парнеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика