01 января 2011 г.
Çемьесене пулăшасси патшалăхпа обществăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче çакă уйрăмах сисĕнет. Ытларах ачасем çурални те, çамрăк мăшăрсем нумайрах чăмăртанни те çакна çирĕплетсе парать.
Кашни çыншăн чи хакли - çемье. Вĕсенчен чи лайăххисене, тĕслĕх илме пуррисене пĕр çĕре пухса чысласси те йăлана кĕрсе пынă. «Обществăн тикĕс аталанăвĕ çемьери лăпкăлăхпа тата çураçулăхпа тÿрремĕн çыхăннă. Эсир Чăваш Енри ытти çемьешĕн тĕслĕх пулса тăратăр»,- тенĕ М.Игнатьев Президент «Çулталăк çемйи - 2010» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă май. Çак конкурса пирĕн районти Сапаркинсен çемйи те хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Çемье пуçлăхĕ - Сергей Алексеевич Сапаркин. Вăл 1975 çулта çуралнă, «ВолгаТелеком» акционерсен уçă обществин Чăваш Республикинчи филиалĕн пирĕн районти Телекоммуникаци уйрăмĕнче электромонтерта ĕçлет. Вăл ку ĕçре 10 çул ытла вăй хурать. Çак вăхăт хушшинче вăл хăйне лайăххи енчен кăна кăтартать. Спортпа туслăскер пур çĕре те ĕлкĕрет. Ăна пурнăçра хавхалантарса пыраканĕ вара унăн мăшăрĕ - Наталья Валерьевна. «Ромашка» ача садĕнче вăй хураканскер тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма вăхăт тупать. Туслă та ĕçчен çемьере икĕ хĕр çитĕнет: асли Ксения - 1996 çулта, тепри, Валерия, 1999 çулта çуралнă, иккĕшĕ те Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ пекех спорта юратаççĕ, вĕренÿре те малти ретре. Шкулта иртекен «Кенгуру», «Лапочка-дочка», «В начале было слово», «Орбита», «Русский медвежонок - языкознание для всех», «Вещи из бабушкиного сундука», «Крошечка - хаврошечка» вăйă-конкурссене кашни çулах хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ. Спортпа туслă ачасем вĕренÿре те маттурри куç умĕнчех. Ваттисем калашле - улми улмуççинчен аякка ÿкменни куç кĕретех.