01 января 2011 г.
«Çăтмаха лекетпĕрех пулĕ», - шÿтлет районти тĕп больницăри ачасен уйрăмĕн заведующийĕнче нумай çул хушши тăрăшакан Николай Иванович Иванов хăйĕн «сылтăм алли» вырăнĕнче 33 çул ĕçлекен Тамара Анатольевна Илларионова медицина сестри пирки.
Ĕçре вăр-вар та маттур, ĕçтешĕсем ырăпа кăна калаççĕ Тамара Анатольевна çинчен.
Мĕн шкул саккинченех медицина ĕçĕпе кăна çыхăнтарнă вăл хăйне. 1974 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1977 çулта вара Вăрмар больницинче ачасен уйрăмĕнче медсестрара ĕçлеме тытăнать, 1984 çултан - аслă медсестрара. Малалла вĕренме каяс кăмăлсем те пулнă Тамарăн, училищĕрен те пĕр «4» паллăпа кăна вĕренсе тухнă. Çемьеленсе ача-пăчаллă пулсан ку шухăша пурнăçа кĕртме май килмен. Çапла, 1979 çулта хăйĕн тăван Кивĕ Вăрмар ялĕн каччипех, Виталий Илларионовпа, çемье çавăраççĕ вĕсем. Паян кунчченех килĕштерсе пурăнаççĕ поселокра, хăтлă çуртра, аслă ывăлĕпе хуçалăх тытса пыраççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача - икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Андрей Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине, Сергей Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалне, Таня И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренсе пĕтернĕ, 2 ывăлĕ Вăрмарта пурăнаççĕ, Таня - Шупашкарта. Хĕрĕ амăшĕн йĕрĕпех кайнă кăна мар, тата та маларах кайнă, стоматолог пулса ĕçлет.
«Ачасемпе ĕçлеме килĕшет, савăнсах утатăп ирпеле ĕçе. Вăл питĕ яваплă. Кашниншĕн хурав тытмалла. Вĕсене мораль тĕлĕшĕнчен хатĕрлеме те, пĕр чĕлхе тупма та пĕлмелле.
«Тамара Анатольевна хăй ĕçне лайăх пĕлет, пуян опытлă специалист. Ачасен уйрăмĕнчи йĕркене, инфекци чирĕсем ан сарăлччăр тесе тимлет. Коллективра ăна пурте хисеплеççĕ», - тет Николай Иванович. Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен нумай çул ачасене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас ĕçре чунне парса ĕçленĕшĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă-аталану министерствин, райадминистрацин Хисеп хучĕсем пур медсестран.