01 января 2011 г.
Çак илемлĕ, хăтлă шурă çурт Пысăк Енккасси ялĕнчи тĕрлĕ ÿсĕмри ĕç халăхĕшĕн тахçанах илĕртÿллĕ те ăш пиллĕ вырăн. Çĕнĕ çул умĕн вăл татах та илемлĕрех, татах та йăлтăр çутăрах çуталса хăй патне кăчăк туртнăн туйăнчĕ. Культура çурчĕпе ял библиотеки хăйĕн алăкĕсене яриех уçса яни 50 çул çитрĕ. Уяв тепĕр паллă пулăмпа пĕр килчĕ. Ялти библиотекăра чылай çул ĕçлекен ĕçчен те сăпайлă, тăрăшуллă ĕçченĕмĕр Н.Никонорова çур ĕмĕр тултарчĕ. Паллă куна уявлама яла хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вăрмар район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - юрист, контрольпе организациллĕ ĕçсен пай пуçлăхĕ Н.Павлов, культура тата архив пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеевăпа Т.Федорова методист Пысăк Енккасси Культура çурчĕпе библиотека ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ырăпа кăна асăнчĕç. Вăрмар район администрацийĕн йышăнăвĕпе Н.Никоноровăна ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата çур ĕмĕр тултарнă ятпа Николай Анатольевич район администрацийĕн наградипе - Хисеп хучĕпе чысларĕ. Уяв каçĕ малалла тăсăлнă май, Культура çуртĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ П.Яковлев аса-илÿ çăмхине сÿтсе явнă май иртнĕ вăхăта ăшшăн аса илчĕ. 1982-1983 çулсенче Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ А.Сорокин ентешĕсен уявне хăй сăввипе кĕвĕленĕ юрăсен пуххине илсе килнĕ. «Салам» ушкăн юрăçи К.Яковлев шăрантарнă юрăсем пурин чунĕнче те ăшă туйăм çуратрĕç.
Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов Пысăкенккассисене уявпа саламласа ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Вăл пĕччен килмен. Сцена çинче Кивĕ Вăрмар Культура çурчĕн «Мерчен» фольклор ушкăнĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Матвеева аккомпаниатор хавхалантарса пынипе ушкăн юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнтарать. Хăнасен юрри-ташшине тăвăллăн алă çупса пахаларĕç куракансем. Салам сăмахĕсем ырă кÿршĕсенчен - «Сарнар» ушкăн юрăçисенчен, Энтрияль, Шутнерпуç, Шăплат, Карăкçырма культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсенчен те илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Л.Иванова, В.Гаврилова, Д.Алексеева, И.Ефремов, З.Григорьева, Н.Кузнецова, М.Галкина, З.Михеева шăрантарнă юрăсем Пысăкенккассисен асĕнче чылайччен юлĕ. Кил хуçисем те парăмра юлмарĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен халăх юррисене кăмăллакан «Çăл куç» ушкăн манăçма ĕлкĕрнĕ чăваш халăх юррисене янратрĕ.
Пысăкенккассисем уява килнĕ пур ушкăна, уйрăм юрăçсене ăшшăн тав тăваççĕ, çав шутран тăван ялта çуралнă, халĕ Кивĕ Вăрмарта пурăнакан, хăй вăхăтĕнче культурăна аталантарма чылай вăй хунă А.Федоровăна пĕтĕм ыррине сунаççĕ. Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр культура учрежденийĕсем ял халăхĕн канăвне йĕркелес ĕçре хăйсен тăрăшулăхне чакармĕç.