01 января 2011 г.
Христианствăн тĕн йăлисене тытса пыракан çĕршывсенче уяв хаваслă иртет. Эпир çак праçнике кĕтсе кил-çурта тасататпăр, çимĕçсем хатĕрлетпĕр. Пысăк уява ÿтпе анчах мар, чунпа та лайăх, аван кĕтсе илччĕр тесе таса Чиркÿ пире чун тĕлĕшĕнчен хатĕрлет, пирĕн чунсене Раштав праçникне ырă кăмăлпа кĕтсе илме вĕрентет. Раштав кунĕнче пĕлĕт çинчи ангелсем те савăнса юрлаççĕ, пурте хĕпĕртеççĕ. Çак кун Христос Турă Таса хĕр Марийăран çуралнă. Пире шуйттанран çăлакан Христос ача пулса çĕр çине килнĕ. Çемьере ача çуралсан питех те савăнаççĕ. Христос çуралнăшăн епле савăнас мар-ха пирĕн. Çапла вара январь уйăхĕнче чи савăнăçлă вăхăт - Раштав. Православи чиркĕвĕсенче мĕн çурçĕрчченех кĕлĕ пырать, ирхине вара халăх уяв пуçлать, мĕншĕн тесен çак çĕр кашнин чунĕ çĕнĕрен çуралать, тасалать, хăйĕн вилĕмсĕрлĕхне тупать тесе ĕненеççĕ. Çав тĕрлĕ пысăк хăвата курса чунпа та, ÿтпе те савăнма Турă вăй-хăват парса пулăшса пытăр. Христоса йышăннине, ăна хăвăр чĕрере вырнаçтарнине ĕçпе кăтартăр. Никама та усал, ирсĕр ĕçсем ан тăвăр. Турă панă ăса эрех ĕçсе ан ухмахлантарăр, Турă панă ÿте эрех ĕçсе вараласран сыхланăр. Çапла пурăнсан тин Христоса йышăнни пулĕ. Пурсăра та канлĕх пултăр.