01 января 2011 г.
Пĕр паллă кулăш ăстин çак каларăшĕн малаллахи пайне улăштарса тупăш кÿрекен чĕрчун та тесе калас килет. Çакна Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакан чылай çын тахçанах ăнланнă. Юлашки çулсенче вара районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кроликсене ĕрчетекенсен йышĕ татах та ÿснĕ.
«Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕлерĕм те субсидиллĕ пултăм, - кăмăллăн калаçать С.Сергеева. - Халĕ «Великан» ăратлă кроликсем ĕрчететĕп».
Çавăн пекех, кролик ĕрчетес енĕпе районта хăйсен бизнесне Андрей Голосов, Наталия Налимова, Эдуард Федоров, Галина Филиппова йĕркеленĕ. Пурте ăнăçлă ĕçлеççĕ, 58,8 пин тенкĕпе тĕллевлĕ усă курни пирки отчет тăратнă та ĕнтĕ. «Харпăр хăй ĕçне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пурнăç тĕллевне тупрăм. Хуçалăхра 13 кролик тытатăп, кĕçех йыш хушăнмалла», - тет Галина Леонидовна.
Çак чĕр-чунсем ăнăçлă ĕрчесе хуçисене тупăш кÿрессе шанас килет.