01 января 2011 г.
Вăрмар райповĕ аталану çулĕпе сулмаклăн утать. Çапла çирĕплетсе калама сăлтавĕ çителĕклĕ. Кунта çулран-çул суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăватне ÿстерсе пыраççĕ. Паллах хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть: палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сахал мар вăй хумалла. Райпон ĕçчен те туслă коллективĕ йывăрлăхсемпе ăнăçлă кĕрешет, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Райпо канашĕн председателĕ Сергей Николаевич Харитонов палăртнă тăрăх, 2010 çула вĕсем лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ, кăçал та умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма палăртнă.
«Ÿсĕмсен çăл куçĕ - пултаруллă, яваплăха тĕп вырăна хуракан ĕçчен çынсем», - тет Сергей Николаевич хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă май.
«Пирĕн райпора 300 çынна яхăн вăй хурать. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: суту-илÿре, производствăра, общество апатланăвĕнче, йăла пулăшăвĕнче тăрăшаççĕ. Çакăн пек пысăк хуçалăха йĕркеллĕ тытса тăрасси, паллах, кадрсенчен нумай килет. Эпир опытлă, нумай çул ĕçлекен ветерансемпе те, вĕсенчен вĕренсе ăсталăха туптаса пыракан çамрăксемпе те мухтанма пултаратпăр. Коллектив кашниех хăй вырăнĕнче вăй çитнĕ таран тăрăшать», - тет Сергей Николаевич калаçăва малалла тăснă май.
2011 çула райпо çĕнĕ кăтартусемпе кĕтсе илет. Юлашки çулсенче уйрăм предпринимательсем суту-илÿ, хатĕрлев енĕпе ялта та хăйсен ĕçĕсене йĕркеленипе тупăшулăх ÿссе пырать пулин те, потребительсен обществи йывăрлăхсене парăнмасть. Çакăн пек условисенче те вăл хуçалăха аталантарма, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме май çитерет. Иртнĕ çул Республика кунĕ пирĕн районта иртнĕ май, поселокри чылай райпо лавккисемпе кафесенче евроюсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Кăçал вара ял лавккисене хăтлăх кĕртессипе чылай ĕçсем пурнăçланă. Çавна май Тикаш, Энĕшпуç, Тупах, Кивĕ Вăрмар ял лавккисене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ витринăсем, хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Чи пахи - тавара ирĕклĕ суйласа илме май пурри. Халăх çакăнпа питĕ кăмăллă. Унсăр пуçне поселокри универмага та юсаса çĕнетнĕ.
Райпон «Нива», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăсем иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Вĕсем туса кăларнă продукцине республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те хапăлласах туянаççĕ. Райпо аптекисене илес пулсан пахалăхлă препаратсем, эмелсем сутаççĕ. Хатĕрлев ĕçĕсемпе те кăтартусем курăмлă.
Райпон кирек хăш отраслĕнче пахалăха тĕпе хураççĕ. Аталанура ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
«Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, пурнăçне çăмăллатма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен пĕчĕк ялсенчи тăкаклă лавккасене тытса тăни, тавар вăхăтра çитерни те çакнах çирĕплетет. Халăха, уйрăмах ватăсене, меллĕ пултăр, куллен кирлĕ таварсемшĕн темиçе çухрăма тухса утмалла ан пултăр тетпĕр. Çак лавккасен тăкакне райпо йăлтах хăй çине илет», - тет Сергей Николаевич.
«Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен ÿсĕм пулатех», - теççĕ райпо ĕçченĕсем. Эппин райпо Çĕнĕ çулта та çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасса шанас килет.