АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавал паттăрĕсене халалланă

28 декабря 2010 г.

А.Хованский журналист алли çăмăл çав. Пултарулăх çулĕ тăршшĕпех ача-пăча, çамрăксем, физкультурăпа спорт енне мĕнлерех туртăннине сăнаса тăраканскер хаçат-журналсенче миçе тĕрленчĕк, статья, очерк пичетлесе кăларнине шутласа та кăлараймăн. Вăл «Спорт - пирĕн тус» (1975), «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ» (2000), «Тăван ялăм - Хĕрлĕçыр» (2001), «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» (2003) кĕнекесен авторĕ. 2009 çулта Республика кунĕ тĕлне «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе» кĕнекене кун çути кăтартнине епле-ха палăртса хăвармăн! Çав кăларăм чăннипех те вулакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.

Акă тата тепĕр пысăк ĕç: «Пĕр тăван Таратинсем» кĕнеке. Пысăках мар, 120 страницăран тăраканскер, хитре хуплашкаллă, илемлĕ сăн ÿкерчĕксенчен пуян. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă» тенĕ пекех çыпăçуллă чĕлхепе çырнă. Тÿрĕ пуплевсемпе, сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курнăран текста вулама çăмăл, мĕн вулани асра юлать.

«Пĕр тăван Таратинсем» кĕнеке вулакана Кавал ялĕпе паллаштарнинчен пуçланать. Чăн та, районти чи пысăк ялсенчен пĕри вăл. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчех тымарланнăскер, истори анлăшĕнче çĕкленсе аталаннине те, савăнăçпа хурланăва та, мухтава та, хавхаланупа ÿсĕме те, синкерлĕхе те тÿссе ирттернĕ. Паллах, çакă пĕтĕмпех Кавал çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе ăраскалĕнче ÿкерĕннĕ. Кама кăна çитĕнтермен çак чаплă ял: ял хуçалăхĕн маттурĕсене, ăслăлăх ĕçченĕсене, ÿнер ăстисене, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене, çар çыннисене, юристсене, шкул вĕрентекенĕсене...

«Кавалсем спортпа та туслă. Спортăн тĕрлĕ енĕпе вуншар çамрăк спорт мастерĕн тата кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. Вĕсем хушшинче эпир шашкăлла выляс енĕпе республикăн темиçе хут чемпионĕсене - Анатолий Фомина, Юрий Козырева, Николай Дмитриева, Николай Кузнецова, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе - Николай, Иван, Владимир, Сергей, Руслан Таратинсене, Оля Иванована, Владимир Тихонова, Арина Табакована, Николай Адюков йывăр атлета, Юрий Исаев йĕлтĕрçĕне, Иван Московкин самбиста, йĕтре тĕртес, копье (сăнă - В.Ц.), граната, диск ывăтас енĕпе республика, Раççей, СССР чемпионне тата рекордсменне Генриэтта Николаевана (Юрьева) тата ыттисене куратпăр», - çырать А.Хованский.

1000 яхăн çын пурăнакан Кавалтан паллă спортсменсем чылайăн тухни ахальтен мар. Аслисен тĕслĕхĕ, вĕсем çамрăк ăрăва йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, сывлăхлă пулма, Тăван çĕршыва юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма вĕрентсе ÿстерни - ырă вăрлăх - çимĕçне кÿнех.

«Кавалта... Таратинсен йăхĕ уйрăмах йышлă», - пĕлтерет кĕнеке авторĕ. Малалла вуланăçемĕн йышлине çеç мар, хисеплĕ йăх пулнине те пĕлетпĕр.

Таратин Петр Сергеевич... 1908 çулта çуралнă вăл. Ялти шкулта вĕреннĕ, учитель специальноçне Шупашкарти педагогика техникумĕнче илнĕ. Унтан тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Аякра-и, çывăхра-и, учительте-и, колхоз председателĕнче-и, завод директорĕнче-и - чăваш каччи чăваш ятне яман, ырă ятлă пулнă, пур çĕрте те ырă йĕр хăварнă. 1941-45 çулсенче Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕленĕ, юратнă ялне таврăнсан ĕнерхи фронтовика ентешĕсем колхоз председателĕн ĕçне шанаççĕ. Çак йывăр лава 6 çул туртать вăл. Калама кăна çăмăл, юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă вĕт. Çав çулсем унăн сывлăхне самаях хавшатнă ĕнтĕ. Мăшăрĕпе, Зоя Тимофеевнапа, 5 ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсене ырă ăс парас, ял çинче ятлă пултăр тесе вĕрентнĕ. Шел, Петр Сергеевич ачисем пăхаттирсем пулса çитĕннине курса çитеймен - йывăр чире пула пурнăçран ытла та ир уйрăлнă. Зоя Тимофеевна та çук ĕнтĕ. Ачисем, мăнукĕсем хăйсен çывăх çыннисене ырă та тÿлек, кăмăллă пулнишĕн, юратупа çынлăх туйăмĕсене парнелесе хăварнишĕн яланах асра тытаççĕ.

Çапла, А.Хованский пире Таратинсен йăхĕпе паллаштарать. Виçĕ ăру кун-çулĕ пĕр-пĕринчен уйрăммăн мар, пĕр çыхăра, пĕр юрă пек куç умне тухса тăрать. Петр Сергеевичпа Зоя Тимофеевна ачисен - Геннадийăн, Юрин, Николайăн, Иванăн, Владимирăн - биографи çулĕсем, ĕçĕ-хĕлĕсем, ăраскалĕсем çемьери хутшăнусенче кăна мар, ялти, районти, республикăри, çĕршыври пулăмсемпе пĕр кĕвĕллĕ спортра, обществăлла ĕçсенче палăраççĕ. Вĕсен ачисем те аслисен пилне манмаççĕ: ырă ĕçпе, ырă ятпа çÿреççĕ.

Анатолий Ильич кĕнекин тытăмне кăсăклă йĕркеленĕ: вăл темăна тÿрех уçса памасть. Вулакана илĕртсе историлле экскурси йĕркелет. Кавалта, çаплах районта та, физкультурăпа спорт еплерех аталаннине каласа кăтартма «тĕпеле» яваплă ĕçсенче тăрăшнă е халĕ те тăрăшакан çынсене чĕнет. Вĕсем хушшинче паллă журналист, спортсмен П.Сидоров та, философи наукисен докторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Н.Исмуков та пур.

Автор аслă Таратинсем пирки каласа парать, кĕçĕннисене те манса хăвармасть. Вĕсем те спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, хăйсен тĕпренчĕкĕсене вăй-хал çирĕплĕхне хăнăхтараççĕ. «Çамрăк ăру, пулас чемпионсем çитĕнеççĕ», - тет А.Хованский.

Аслă Таратинсем маттур кĕрешÿçĕсем пулнипе çеç мар, пултаруллă тренерсем пулнипе те паллă. Тĕслĕхрен: вĕсен витĕмĕпе ÿснĕ В.Тихонов спортри кăтартăвĕсемпе те, ăслăлăхри çитĕнĕвĕсемпе те (вăл педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Н.И.Ульянов ячĕллĕ университет доценчĕ) ятлă-сумлă çын.

Çакна та каламалла, кĕнекере сăн ÿкерчĕксем чылай: хура-шуррисем те, тĕслисем те. Вĕсем тĕрлĕ хурмăллă: портретсем, сюжетсем. Кашниех тĕрленчĕксен содержанийĕсемпе пĕр çыхăра: геройсен сăнарĕсене, шухăш-кăмăлĕсене, ĕмĕт-тĕллевĕсене ăнланма пулăшаççĕ.

Çапла вара А.Хованский журналист-тавра пĕлÿçĕ вулакансене, чăнах та, çĕнĕ кĕнекипе питĕ савăнтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика