28 декабря 2010 г.
«Галина» ят, грек чĕлхинчен куçарсан, çирĕп кăмăллă, лăпкă, сăпайлă тенине пĕлтерет. Унăн характерне кăтартнă май, вăл хăйне шанакан, кирек епле йывăрлăхра та çĕнтерме пултаракан, пурнăçа, ĕçе юратакан çын пулнине пĕлме пулать. Эпир, чăвашсем, ачасене ят хунă чухне ун пĕлтерĕшне тĕпе хумастпăр та пулĕ, анчах та çак сăмахсем Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Галина Григорьевна Григорьева пиркиех пулĕ çав. Сăмахăм ман пĕрремĕш учитель çинчен.
Галина Григорьевна 1950 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн естествăпа географи факультетне пĕтернĕ хыççăн Хуруйĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта географи предметне вĕрентме пуçлать. Тепĕр çултан Тупахри сакăр çул вĕренмелли шкула куçать, унта та географи предметне вĕрентет. Каярахпа вăл пуçламăш классенче ĕçлеме тытăнать. (Ку класс комплекчĕсем сахалланнине пула пулса тухнă). Унтан Тикашри, Аслă Чакри, Кĕлкешри шкулсенче ĕçлет. Ун хыççăн тăван ялта, Кивĕ Вăрмарти 8 çул вĕренмелли шкулта, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Унăн педагогика стажĕ - 35 çул.
Ялта пирĕн икĕ хутлă йывăç шкулччĕ, классене кăмака хутса ăшăтатчĕç. Сивĕ кунсенче классем ăшăнса та çитейместчĕç. Хамăрăн юратнă учительпе эпир çак сивве туймастăмăр та пулмалла.
Унăн аллисем пуринчен те ăшши, чи çепĕç алăсем пек туйăнатчĕç. Пуçран шăлса илсен вара - анне çумра пекех туйăнатчĕ.
Чăн та, пĕрремĕш учителе, пурте, тем каласан та, йăнăш пулмĕ пулĕ, аннепе танлаштараççĕ. Вăл та, анне пекех, ырă пулма, çынсемпе сăпайлă та тарават пулма вĕрентет-çке. Кирлĕ чухне ятлать те, хавхалантарать те, ăшă сăмах каласа тем пек йывăр чухне те кăмăла çĕклет.
Тÿрĕ чунлă пулма, туслăха упрама, хастар пулма вĕрентетчĕ Галина Григорьевна, сасса хăпартса хыттăн калаçнине пачах та ас тумастăп эпĕ. Вăл кашни ачапа чунтан калаçма вăхăт тупать. Ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса вĕренÿри çитĕнÿсем, класс тулашĕнчи ĕçсем çинчен каласа паратчĕ, кашни ачан çемьери нуши-савăнăçне пĕлсе тăратчĕ. Çав вăхăтрах шкулта обществăлла ĕçсене хутшăнма та, кил-çурта тирпейлеме те, ачисене ÿстерме те вăхăт тупнă вăл.
Галина Григорьевна ирттернĕ уроксем халĕ те асрах. Уйрăмах çут çанталăк урокĕсем. Вăл çав тери кăсăклă каласа паратчĕ, кирек епле ыйту çине те хурав тупатчĕ. Çĕршывăн пур кĕтесĕсене хăй кайса курнă пек туйăнатчĕ пире. Ун чухне эпир, паллах, Галина Григорьевна географи учителĕ пулнине пĕлмен те ĕнтĕ. Вăл пирĕншĕн темле вĕçĕмсĕр тапса тăракан пĕлÿ çăл куçĕ пек туйăнатчĕ.
Эпĕ учитель ĕçне суйласа илнинче манăн пĕрремĕш учителĕн витĕмĕ пур тесе шутлатăп. Ун пекех анлă тавра курăмлă, пултаруллă пулас килетчĕ. Ахальтен мар пулĕ вăл вĕрентнĕ Люба йăмăкăм та пуçламăш классене вĕрентекен ĕçне суйласа илчĕ. Вăл халĕ Комсомольскинчи вĕрентÿ пайĕнче тĕп специалист-эксперт пулса вăй хурать.
«Питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Ăнланман темăсене тепĕр хут ăнлантаратчĕ. «Кам та пулсан тĕрĕс мар ĕç тусан, ăна унăн йăнăшне тÿрлетме пулăшмалла, хăрамалла мар, - тетчĕ. - Класра ачасем тĕрлĕрен пулнă, анчах дисциплина ыйтăвĕ нихăçан та пулман», - аса илет Люба.
Акă киревсĕр пулнишĕн айăпланă май, ÿлĕмрен ун пек хăтланма чарăнмашкăн хушать...
- Шак, шак, шак! - шаккать шурă пурă доска çинче. Сас палли хыççăн сас палли йĕрленет, сăмах пулать. Кашни сăмахăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Пурнăç тĕрри тейĕн çакна: çак тĕрĕре кашнин хăйĕн шăпи, телейĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ, пуласлăхĕ.
Хисеплĕ Галина Григорьевна! Сире пĕр класра вĕреннĕ мĕн пур ачасенчен - тайма пуç!