28 декабря 2010 г.
Вăрмар район прокуратури районти организацисем, предприятисем, уйрăм çын предпринимательсем хăйсен патĕнче ĕçлекенсен ĕç прависене епле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать.
РФ Ĕç кодексĕн 136 статйипе килĕшÿллĕн ĕç укçине уйăхне 2 хутчен ĕç договорĕнче кăтартнă вăхăтра тÿлемелле. Ĕç укçине пĕр кун каярах юлса пани те работникăн ĕç прависене пăсни пулать. Вăхăтра укçа паманшăн яваплă çынсене административлă е уголовлă явап тыттарма пултараççĕ. Çавăн пекех ĕç паракан работникпе ĕç договорне йĕркелемесен административлă явап тыттараççĕ. Районти организацисенче ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессине тĕрĕсленĕ, миравай суда тÿлеме шутласа палăртнă, анчах тÿлемен ĕç укçине шыраса илмелли 553 заявлени панă (3096632 тенкĕлĕх).
Çуллахи вăхăтра районти пĕр организацире ĕçленĕ çул çитмен 2 çамрăкăн интересĕсене хÿтĕлесе миравай суда 9910 тенкĕ те 50 пус тÿлемелли заявлени панă. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнипе административлă йĕркене пăснă 4 пулăм тупса палăртнă. Чăваш Республикинчи патшалăхăн ĕç инспекцийĕнче пăхса тухнă хыççăн должноçри 4 çынна административлă явап тыттарма палăртнă. Аса илтеретпĕр, ĕç сферинчи законодательствăна пăснă тĕслĕхсем пур пулсан эсир прокуратурăна хĕрÿ лини телефонĕсемпе (2-12-68, 2-16-02) шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Ĕç паракана работник прависене пăснăшăн штраф параççĕ. Ĕç законодательствине тепĕр хут пăснăшăн должноçри çынна пĕр çулталăкран пуçласа 3 çул таранччен дисквалификацилеççĕ. «Мобилиус-У» тулли мар яваплă обществăри 16 работникĕн интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ĕçленĕшĕн памалли 95017 тенкĕ те 65 пус укçана шыраса илме миравай суда заявлени панă.