АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăн ĕçлесен ăнăçу пулатех

28 декабря 2010 г.

«Паян пултаруллă тата лайăх хатĕрленсе çитнĕ ертÿçĕсем кăна муниципалитет пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелеме пултараççĕ», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ М.Игнатьев 2011 çул валли Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура.

Ку питĕ тĕрĕс шухăш, чăннипех те пултаруллă та хастар çынсем кăна муниципалитет ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелеме пултараççĕ, вĕсемех муниципалитет пĕрлĕхĕшĕн аталанмалли майсем шырамалла. Республика аталантăр тесен кашни ял тăрăхĕн вырăнта çанна тавăрса ĕçлемеллине чĕнсе каланă М.Игнатьев Президент. Кĕлкеш ял тăрăхĕнче вăл чĕнсе каланине хапăлласах йышăнчĕç, ĕçе тытăнчĕç. Шывсăр ял çыннине пурăнма йывăррине шута илсе тата суйлавçăсен наказне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Çитмĕш ялĕнчи шыв башнине тĕпренех юсаса çĕнетрĕç. Ку ĕçе Н.Иванов, Б.Морозов, В.Григорьев, И.Кузьмин активлă хутшăнчĕç, хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Ял халăхĕ харпăр хăй кăмăлĕпе укçа пуçтарма та хирĕç пулмарĕ. Ăна О.Иванова клуб заведующийĕ пуçтарчĕ. Кунта вăй хуракансене Н.Григорьева кăнтăрлахи апат пĕçерсе çитерчĕ. Кивелсе çитнĕ шыв башнине улăштарма «Я.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ямуков пулăшрĕ. Ĕçе йĕркелесе ертсе пыраканĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Борцов пулчĕ. Пĕрле вăй хурсан ĕç те кал-кал пулса пырать, часах шыв башни те хута кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика