28 декабря 2010 г.
Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн стратегийĕнче ялсене никĕс вырăнĕнчи çулсен сечĕпе çыхăнтарма республикăн автомобиль çулĕсен сетьне, вырăнсенчи çулсене çĕнетессине тата аталантарассине палăртнă. Юлашки çулсенче ялсем патне асфальтлă çул çитерессипе ЧР Правительстви пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларĕ.
Çулсене пурнăç артерийĕ теççĕ. Çак ытарлă каларăш, паллах, хулара пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлех мар. Ялта ÿснĕ çын çеç çуркуннехи тата кĕркуннехи урамсен хушшинчи тасамарлăха, çăрăлчăка пĕлет. Ялта пурăнакан вырăнсенче çулсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çавна май Чупай ялĕнчи Н.Зарубин урамĕнче пурăнакан В.Яковлев тăрăшнипе асăннă урама хĕл лариччен вак чул сарнă. Владимир Васильевич хăйĕн укçи-тенкипе çул сарма 8 трактор вак чул тиесе килнĕ. Вак чула та тракторпа хăех якаттарнă. Эпир, Н.Зарубин урамĕнче пурăнакансем, çакăн пек пултаруллă, ăста алăллă çын пурришĕн чунтан савăнатпăр. Çавăн пекех Мир урамĕнче пурăнакансем те хăйсен вăйĕпе урама вак чул сарса якатрĕç. Ку ырă пуçарăва Чапаев урамĕнче пурăнакансем те пур хăватпа йышăнчĕç. Вĕсем кĕпер патĕнчен пуçласа Чапаев урамне çити хăйсен укçи-тенкипе вак чул сарнă. Республикăра халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программа ĕçлет, çак ĕçе 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртнă. Пирĕн ял тăрăхĕ те малашлăхра халăх вăйĕпе çеç мар, çак программăна хутшăнса ял урамĕсене асфальтлă çулпа çыхăнтарасса шанас килет.