24 декабря 2010 г.
Кавал ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул районта чи ватă шкулсенчен пĕри шутланать. Унăн историйĕ çинчен Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ В.Долгов та чылай çырнă. Акă вăл çырнă хăш-пĕр йĕркисене илер-ха. Кавал шкулне Раççей патшалăхĕн пурлăх палати 1845 çулхи кĕркунне уçнă. Чăваш Енре вăл чи малтанхи шкулсенчен пĕри пулнă. Ялти прихут училищинче ачасене 4 çул вĕрентнĕ. 1887 çултан пуçласа ăна икĕ класлă училище туса хунă, вĕренекенсене 5-6 çул вĕрентме тытăннă. Малтанхи çулсенче шкула 20-25 арçын ача кăна çÿренĕ.
1880 çулта Кавал салинче пурăнакан халăх Хусан кĕпĕрнаттăрĕнчен прихут училищине земствăна куçарма ыйтнă, ыйтăва 1881 çулта татса панă.
Пуçламăш шкулта 1845-1861 çулсенче Кавал чиркĕвĕнче ĕçлекен икĕ вырăс - Стефан Атопагинский священникпе Василий Архангельский дьякон сала ачисене вырăсла çеç вĕрентнĕ. 1881-1887 çулсенче кунта И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă Яков Петрович Петров ĕçленĕ. 1887-1917 çулсенче Иван Яковлевичăн вĕренекенĕ Г.Е.Ермолаев вăй хунă. И.Я.Яковлев хăй те Кавал салине 1882 тата 1888 çулсенче çитсе курнă, шкул ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ. Кавалсем тăрăшса вĕреннине кура ялта иккĕмĕш сыпăкри шкул (высшее начальное училище) уçма канаш парса хăварнă. Ун сĕнĕвне 1917 çулхи сентябрь уйăхĕнче тин пурнăçлама май тупнă.
1917 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кавалта «высшее начальное училище» - иккĕмĕш сыпăкри вăтам пĕлÿ паракан 8 çул вĕренмелли шкула уçнă. Ăна уçаканĕ Николай Васильевич Никольский профессор пулнă. Вăл пулăшнипе тата укçа-тенкĕпе тивĕçтернипе салара кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă, 8 класлă çĕнĕ шкул çуртне туса лартнă.
Кавалти вăтам шкула 1917-1920 çулсенче Н.В.Никольскин çывăх çынни Гаврил Михайлович Михайлов ертсе пынă, вăл та И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл пултаруллă йĕркелÿçĕ тата вĕрентÿ ĕçне тарăн пĕлекен специалист шутланнă. Граждан вăрçинчен таврăнсан 1921-1925 çулсенче вăл - Чăваш автономи облаçĕн çут ĕç пайĕн ертÿçинче, 1925-1926 çулсенче Чăваш АССРĕн çут ĕç наркомĕнче вăй хунă.
1928 çултан Кавал шкулĕ «хресчен çамрăкĕсен шкулĕ», тепĕр икĕ çултан «колхоз çамрăкĕсен шкулĕ» ятлă пулнă, 1935 çултан - 10 çул вĕренмелли вăтам шкул.
1932 çултанпа Кавал шкулĕн директорĕсем: Василий Ефимович Нимаков (1932-1933), Спиридон Антонович Антонов (1933-1941) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Павел Семенович Семенов (1941-1943) 1944 çулта вăрçăра вилнĕ, Иван Васильевич Макаров (1943-1945), Степан Федотович Федотов (1945-1948), Таисия Гавриловна Тимофеева (1948 -1951), Петр Григорьевич Егоров (1951-1957), Николай Софронович Дмитриев (1958-1962), Виталий Иванович Туртушов (1962-1982), Николай Михайлович Софронов (1982-1995), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Евгения Вениаминовна Григорьева-Ипатова Кавал шкулне 1995 çултан ертсе пыма пуçланă. 2008 çултан асăннă шкулта директор пулса Татьяна Ипполитовна Алексеева ĕçлет.
Хăй вăхăтĕнче Кавал шкулĕнчен çичĕ пин ытла яшпа хĕр-упраç вĕренсе тухнă, вĕсенчен пин ытла çын - аслă пĕлÿ илнисем. Кунтан вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ тава тивĕçлĕ учитель, врач, юрист, культура, суту-илÿ, ял хуçалăх специалисчĕсем тата халăх хуçалăхĕн ытти ĕçченĕ.
Кавал шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, нумайăшĕ çапăçу хирĕсенче пуç хунă.
Асăннă шкултан писательсемпе искусство çыннисем те сахал мар тухнă. Акă Д.Исаев, В.Рзай, М.Юрьев, В.Туртуш, В.Эльби çыравçăсем, Н.Садюков ÿнерçĕ, Г.Моклаков, Н.Артюков композиторсем, Р.Ананьева-Шигина, М.Кубенев артистсем.
Кунта тĕрлĕ çулсем хушшинче В.Туртушова вĕрентекен, О.Герасимова, В.Гаврилова, Л.Кузнецова, Е.Руссова, З.Таратина, К.Исаева шкул директорĕнче ĕçленĕ.
Кăçалхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче шкул 163 çул тултарчĕ.