24 декабря 2010 г.
Çын пуласси вара ачаран паллă тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Ачана пĕчĕкрен еплерех воспитани парса çитĕнтермелле тата вăл йăнăш çул çине тăнă пулсан мĕнле мерăсем йышăнмалла, унран та ытларах ача çав çул çине ан тăтăр тесен мĕн тумалли пирки калаçрĕç Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕнче. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, сăмах каларĕ. Канашлăва савăнăçлă самантран - ача амăшĕсене амăшĕн капиталĕ парассипе пуçларĕç.
«Ача çуралсан чи малтан çемьере йĕркеллĕ те тивĕçлĕ çын пулса ÿсмелле. Çемье вара общество никĕсĕ, вăлах халăх историйĕпе культурине, йăли-йĕркине çыхăнтарса тăраканĕ», - терĕ Константин Владимирович ача амăшĕсене ăшшăн саламласа. Ырă сăмаха вара чылай амăшĕсем тивĕçрĕç. Районти пенси фончĕ ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнĕ. Вĕсем чăннипех те район халăхне кирлĕ нумай ĕçсем туса пыраççĕ. Çак паллă куна халалласа районти пенси фончĕн управленийĕн начальникне Г.Ускова райадминистрацин Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç.
«Эпир пурте чи малтанах ачасене ăс-хакăл енчен тĕрĕс воспитани пама тăрăшатпăр», - терĕ райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, право йĕркисене пăсасран профилактика ĕçĕсем туса ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Ю.Соколов. «Районта çул çитмен тата асăрхавсăр ачасем право йĕркисене пăсасран 2007- 2010 çулсенче профилактика ĕçĕсем ирттересси» ятарлă программа еплерех пурнăçланса пынипе тата малашнехи ĕçсем пирки паллаштарнă май. Çак ыйтупа районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ С.Михайлова тухса калаçрĕ. Вăл ачасем ытларах вăрлассипе тата эрех-сăра ĕçессипе преступлени çулĕ çине тăни тата вĕсем ку енĕпе мĕнле мероприятисем ирттерни çинчен чарăнса тăчĕ.
Ачасем ÿссе çитĕнсен Тăван çĕршыва сыхлама кайма вăхăт çитет. Чылайăшĕсем вара çак сумлă тивĕçрен пăрăнса юлма тăрăшаççĕ. Çак ыйту тавра пулчĕ те ĕнтĕ Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕн М.Пуклаковăн сăмахĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен хăйсен яваплăхне ÿстермелли тата кирлĕ хутсене вăхăтра хатĕрлесе çитермелли çинчен хытах асăрхаттарса каларĕ Михаил Анатольевич.
Умра - Çĕнĕ çул. Çак хаваслă кун чăннипех те савăнăçлă ирттĕр тесен, пирĕн аслисен, нумай ĕçлемелле. Ачасен ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен тата общественноçăн яваплă çыннисен ытларах тимлĕ пулмаллине пĕр самантлăха та манмалла марри пирки те аса илтерчĕç канашлура. Çакăн çинчен тухса калаçрĕç те ĕнтĕ райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов тата Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов.
Пирĕн тĕп ресурс - Çын, пур ĕçе те вăл пурнăçлать. Пĕр çын теприне упраса çитереймест, çавăнпа та çын харпăр хăйшĕн хăй яваплине ăнланса илмелле текен шухăш çаврăнчĕ пуçра.