24 декабря 2010 г.
терĕ райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври тăваттăмĕш ларăвĕнче районăн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикăллă лару-тăрăвĕпе паллаштарнă май. Вăл тухса каланинчен район умри тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăнни палăрчĕ. Район ытларах ял хуçалăх отраслĕпе ĕçленĕ май, ку отрасльти ĕçе те палăртмасăр хăвармарĕ Константин Владимирович. Çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăрах пысăк тупăш илме пултарнисене ятран каласа ырларĕ. Промышленноç енĕпе те хăш-пĕр çитĕнÿсем пур. Инвесторсемпе кал-кал ĕçлесе пынипе «ОВАС» тулли мар яваплă общество пур хăватпа вăй илнĕ. Çавăн пекех «Нефть-Трэвел» тулли мар яваплă общество районта пурăнакансене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерет. Çулталăк тăршшĕпе килсе кĕрекен тата тухса каякан тупăша тытса пынă чухне тĕрлĕрен улшăнусем пулнипе район бюджетне улшăнусем те кĕртме тивет. Çакăн çинчен пĕлтерчĕ те ĕнтĕ райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова. Районта бюджет тата хысна учрежденийĕсене туса хурассин, çĕнĕлле йĕркелесе улăштарассин е пĕтерессин йĕркисемпе финанс пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ А.Васильев паллаштарчĕ.
Кĕçех Çĕнĕ çул ума çитсе тăрать, çавна май депутатсем умне тĕрлĕрен ыйтусем тухса тăраççĕ. Вĕсен район территорине илемлĕрех те хитререх тăвас килет. Çак ыйту тавра та пычĕ калаçу. Унсăр пуçне куллен тĕл пулакан ыйтусене те тапратмасăр хăвармарĕç. Кун йĕркинче палăртнă ыйтусене пурне те тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Пухăва район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Павлов ертсе пычĕ.