АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсен лайăх та...

14 декабря 2010 г.

2 уйăхри ачана час-часах амăшĕ ан йĕтĕр, лăпланса çывăртăр тесе малтан пĕрер кашăк эрех ĕçтернĕ, кăштахран дозăна ÿстерсе пынă. Пĕр уйăх иртсен тин кăна çут тĕнчепе паллашма пуçланă пепке вилнĕ. Пĕчĕкскерĕн ăш-чикне тухтăрсем касса пăхнă, органĕсене тĕрĕсленĕ. Ачан пĕверĕ йăлт арканса пĕтнĕ иккен. Алкоголь витĕмĕ организмшăн ахаль те сиенлĕ, тин çуралнă ачашăн вара пушшех те. Организм мĕн чухлĕ çамрăкрах, алкоголь ăна çавăн чухлĕ ытларах сиен кÿрет.

Алкоголь пуç мимин клеткисене наркăмăшлантарать, тĕп нерв системин ĕçне хавшатать, эффективлăхне чакарать. Пысăк доза эрех ĕçни пĕвере вăхăтлăха ĕçлеме вăхăтлăха чарать (çак органăн 2Ÿ3 пайĕ ĕçлеме пăрахма пултарать, тепĕр 2 кунтан йăлт çĕнĕрен йĕркене кĕрет).

Шăнсассăн пĕрер черкке эрех ăшăтсах ярать. Алкоголь витĕмĕпе юн сосучĕсем сарăлаççĕ, çакăн хыççăн ăша тухать, çынна вĕри пулса каять. Ку вăхăтра шалти органсен температури чакать. Хăш чухне сексуаллă туйăмсем те ÿсеççĕ, анчах юнра алкоголь пуçтарăнса пынă май ар хăватлăхĕ чакать. Юлашкинчен пĕтĕм организма наркăмăшлантарать, кăмăла пăтрантарать.

Ача кĕтекен амăшĕсен алкогольпе туслă пулни пулас пепкешĕн ытла сиенлĕ. Çак наркăмăш хырăмра ачан юнĕ тăрăх сарăлать. Амăшĕ эрех ĕçнин эффекчĕпе савăннă вăхăтра, унăн ăшĕнчи ачи тăнсăр та пулма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика