АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмаха тивĕçлĕ

14 декабря 2010 г.

Çĕр çинче ырă, уçă кăмăллă, çынна ăнланма пĕлекен, йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр çынсем пурри пурнăçа илем кÿрет. Вĕсенчен пĕри - Мăнçырмари вăтам шкулта лаборантра ĕçлекен Юлия Владимировна Николаева.

Вăл 1955 çулта февраль уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче хăй тĕнчене килни çинчен сасă парса пĕлтернĕ. Вăхăт çитсен ялти шкула ăс пухма çÿреме пуçланă. «Çын пуласси ачаран паллă» тенĕ пек пултарулăхĕ шкулта вĕреннĕ чухнех тапса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вăтам шкул пĕтеричченех, 1970 çулта, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа, медальпе наградăланă. 1972 çулта алла аттестат илсен пĕр иккĕленсе тăмасăр Патăрьелĕнчи ветеринари училищине вĕренме кайнă, чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. 1973-1976 çулсенче Юлия Владимировна тăван колхозра ветеринарта ĕçленĕ. Ĕçчен те сăпайлă хĕре часах куç хываççĕ: 1974-мĕш çулта Петр Николаевич Николаевпа çемье çавăраççĕ. Анчах та юратнă мăшăрпа шăкăл-шăкăл 9 çул кăна пурăнма ĕлкĕрет Юлия Владимировна, 8 тата 6 çулхи ывăлĕсемпе пĕччен тăрса юлать. Ачисене çынран катăк ÿстерес мар тесе миçе каç куç хупмасăр ирттернине, мĕн тĕрлĕ кăна ĕç тунине хăйĕнсĕр пуçне никам та пĕлмест. Тăрăшни харама кайманшăн Юлия Владимировна чунтан хĕпĕртет. Аслă ывăлĕ, Саша, çемьеллĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ вĕсем, 2 мăнукĕ асламăшĕн куç тулли савăнăçĕ. Кĕçĕнни, Вячеслав, ăста платник. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратать. Ним тумасăр ларма-тăма пултарайманскер, килте вĕлле хурчĕ ерчетет, ĕçчен пыл хурчĕсене савăнса пăхать.

1976-мĕш çулта Юлия Владимировна ялти шкула лаборанта вырнаçать, 35-мĕш çул тăрăшать вăл çак ĕçре. Айккинчен пăхсан, тен, лаборант ĕçĕ йывăрах та мар пек те туйăнать пуль, анчах пĕрле ĕçлесе курнă çынсемшĕн курăнарах, вĕсем урăхла хак параççĕ. Малтанхи çулсенче физика, хими предмечĕсемпе лаборатори ĕçĕсем ирттерме мĕн чухлĕ прибор хатĕрлесе памалла, кайран çуса тасатса вырнаçтарса хумалла пулман-ши; Паллах, ку ĕç айккинчи çынна курăнман та.

Шкулти акт залĕнче, физика кабинетĕнче мĕн чухлĕ кино кăтартман-ши Юлия Владимировна. Класс ертÿçисем тĕрлĕ воспитани темипе, вĕрентекенсем урокра усă курма кирлĕ фильм ячĕсене çырса паратчĕç. Района сумкăпа çĕклесе кайса çĕклесе килетчĕ кинолентăсене ĕçе тĕплĕ тума юратакан лаборант. Нихçан та çĕклеме йывăр, сивĕ, çумăр çăвать тесе тăман вăл, кирлĕ фильма палăртнă вăхăтра кăтартма пултарнă. Пĕр класс сехечĕ те воспитани темипе фильм пăхмасăр иртмен, кайран ачасемпе хăш-пĕр чухне хăех калаçу ирттеретчĕ. Физика, хими, географи предмечĕсемпе шутсăр йышлă таблицăсемпе плакатсем яланах йĕркеллĕ тата палăртнă вырăнта упраннă. Çаксем пĕтĕмпех Юлия Владимировнăн ĕçченлĕхне, йĕркене юратнине, ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнине кăтартакан енсем.

Шкулсем çулĕнче çуллахи лагерьсем малтанхи хут ĕçлеме пуçланă çулсенче «ĕçпе кану лагерĕ» ятлăччĕ вĕсем. Кăшман, çĕрулми, купăста анисем çинче чунтанах тăрăшатчĕç лагере çÿрекен шкул ачисем. 12 çул хушши Юлия Владимировна çуллахи лагерьте ĕçленĕ: малтанхи çулсенче воспитательте: кайран - лагерь ертÿçинче. Ĕçпе пĕрлех канма та пĕлнĕ. 100 ытла ача çÿретчĕ лагере. Çав ачасене пурне те 2-3 транспортпа Эль кÿллине илсе кайни халĕ те асăмра. Чĕмпĕр, Шупашкар хулисене илсе каймасăр пĕр çул та сиктермен. Инçетри хуласене каякансен списокне лекес тесен вара лагере çÿремесĕр пĕр хут та юлма юраман.

Лагерь ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынăшăн панă грамотăсем Юлия Владимировнăн темиçе те.

Ĕçленĕ вăхăтрах Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă вăл. 15 çул хушши шкулта хĕр ачасемпе ĕç урокĕсем ирттернĕ, вĕсене çыхма, çĕлеме вĕрентнĕ. Ял хуçалăхĕпе шкулсем хушшинчи çыхăну çирĕпленнĕ çулсенче хĕр ачасемпе занятисене фермăри хĕрлĕ кĕтесре ирттернĕ, ĕне сăвакан оператор ĕçне вĕрентнĕ, дояркăсене канмалли кун туса парса ĕне сунă. Ачасене пĕччен çитĕнтернине пăхмасăр ырми-канми пĕлмен ĕçчен хĕрарăм 1993-1994 вĕренÿ çулĕнче 5-9 классенче ĕç урокĕсем ирттерме ирĕк паракан документ илет («очно-заочно» тетчĕç вăл вăхăтра). Пурнăçа юратни, малалла ăнтăлни, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшни пулăшса, вăй-хăват парса тăнă пулĕ Юлия Владимировнăна.

Мĕн ĕçлеме пуçланăранпах профсоюз членĕ вăл. Темиçе хутчен профсоюз комитетне суйланнă. Ĕçре те, профсоюзра та пур енĕпе те активлă пулнăшăн ăна Чăваш Республикин профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ку хисепе вăл чăннипех тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен шкулти пĕр обществăлла ĕç те вăл хутшăнмасăр иртмен. Художествăлла пултарулăх концерчĕсенче те активлисенчен пĕриччĕ вăл. Юрлама, ташлама мĕн çамрăклах ăста пулнăскер, Юлия Владимировна сцена çинче В.Толкуновăн «Я не могу иначе» юррине пĕччен шăрантарни халĕ те куç умĕнче, сасси те хăлхара.

Çулсем хушăнса пыраççĕ пулсан та обществăлла ĕçсене кăмăлтанах хутшăнать, чун-чĕререн пурнăçлать. Вăл - ялти хĕрарăмсен канашĕн чи активлă членĕсенчен пĕри.

Ялти хĕрарăмсемпе ушкăнпа тухса çÿрес, уяв, юбилей ячĕсемпе саламлас, тĕрлĕ мероприятисем ирттерес ĕçе активлă хутшăнни Юлия Владимировна çĕр çинчи хăналăх пурнăçа усăсăр пурăнса ирттерменнине çирĕплетет, чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕ пулнине кăтартать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика