14 декабря 2010 г.
Кашни ялтах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланакансем, ятлă-сумлă çынсем пур. Патти ялĕнче те сахал мар ун пек çынсем. Кунти аслă ăрури çынсене илес пулсан чи малтан ял-йыш Елизавета Петровна Галкинăна асăнать.
Сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те лара-тăра пĕлмест кинеми. Ачисем хуларан килсен вĕсене лайăхрах пăхас тесе тăрăшать ватă çын. Ачисем те амăшне манмаççĕ. Пахча çимĕç лартмалла-и е пухса кĕртмелле-и, хĕллехи вăхăтра картишĕнчен юр кăлармалла-и - пĕрлехи вăйпа кар тăраççĕ. Сакăр ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Галкинсем. Шел те, мăшăрĕ тата икĕ ачи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Хăйĕн кун-çулне Елизавета Петровна суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл 1923 çулта кун çути курнăскер, йышлă çемьере ÿснĕ. Малтан ялти пуçламăш, унтан Чупайĕнчи 7 класлă шкула вĕренсе пĕтерет. Çăмăл пулман ун вăрçă çулĕсенчи пурнăçĕ. Вăрçă терт-нуши тылра юлнисене çапăçу хирне лекнисемпе танах лăсканă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă вĕсем, фронта тăрантарнă, тумлантарнă. Е.Галкина тантăшĕсемпе пĕрле «Дружба» колхозра тăрăшса вăй хурать. 1949 çулта пултаруллă хĕр Вăрмар сельповĕн Патти уйрăмĕнче сутуçă пулса ĕçлеме тытăнать. «Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăлах пулман пире. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен хĕрĕпрехчĕ. Ку е вăл тавара илме ирхине ирех лашапа Вăрмара каяттăмăр. Черечĕ таçтанахчĕ. Хĕллехи вăхăтра кĕтсе чылай шăнни пайтах пулнă. Анчах та ял халăхне валли мĕн кирлине илсе килме тăрăшнă. Лавкки те хăмаран ăсталанăскер çеçчĕ. Хĕллехи вăхăтра питĕ сивĕччĕ кунта. Епле пулсан та, суту-илÿ ĕçне чунтан парса тăрăшнă», - тет Елизавета Петровна иртнине аса илнĕ май. Каярахпа Вăрмар райповĕ йĕркеленсен те пултаруллă сутуçă çак ĕçрех тăрăшса вăй хурать.
Ĕçне кура - хисепĕ. «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30,40,50,60,65 çул тултарни» юбилей медалĕсем ун кăкăрне илем кÿреççĕ. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Елизавета Петровна.
Сăмах май, пĕр хĕрĕ, Надежда, Тюмень хулинче суту-илÿ ĕçĕнче вăй хурать. Вăл амăшĕн ĕçне мала тăсакансенчен пĕри. Ачисем пурнăçра хăйсен телейне тупнă, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Елизавета Петровнан мăнуксем те, мăнуксен ачисем те пур.
Тăван кил ăшшине вĕсемшĕн упрать вăл паян. Хуçалăха та çирĕп тытса тăрать. Пÿртĕнче хăтлă унăн, картишĕнче те тирпей-илем хуçаланать.
Елизавета Петровна сакăр теçетке урлă каçнă пулин те вăр-вар та ĕçченскер, ватăлма вăхăчĕ те çук пулĕ çав. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата та вăл ĕмĕр тăршшĕпех алран ямасть. Кашни материалне тĕплĕн вуласа тухать, кÿршĕсемпе канашлать. Ачисем те ăна хавшама памаççĕ, «Анне те анне», - тесе çеç тăраççĕ. Çĕр çинчи чи хаклă çынна упрама пĕлеççĕ вĕсем. Нимех те калаймăн, ырă вăрлăх ырă çимĕçпе савăнтарать теççĕ вĕт халăхра.