14 декабря 2010 г.
Çак кунсенче М.Игнатьев Федерацин Атăлçи округĕн Канашĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне çĕнетсе лайăхлатас ыйтупа Чулхулара ирттернĕ ларăвне хутшăннă. Ăна Раççей Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота ертсе пынă.
Саратов кĕпĕрнаттăрĕ П.Ипатов «Федерацин Атăлçи регионĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетсе улăштарасси мĕнле пыни çинчен» доклад хатĕрленĕ.
Канаш ларăвĕнче çавăн пекех регионсенче наркотиксене хирĕç кĕрешмелли тĕллевлĕ программăсем хатĕрлесси, вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси тата пурнăçа кĕртесси çинчен калаçу пынă.
Республика Президенчĕ М.Игнатьев çав кунах Чулхулара Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Г.Рапотăпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич полпреда кăçал пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси мĕнле пынипе паллаштарнă, çитес çулхи плансем çинче чарăнса тăнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Ен промышленноç ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен тĕплĕ калаçу пынă. М.Игнатьевпа Г.Рапота çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарта Раççей монохулисен аталанăвĕн программине пурнăçа кĕртмелли проекта тишкернĕ.