АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă предмет

10 декабря 2010 г.

Шкулта иртнĕ математика эрнинче кашни класрах тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç.

Акă 6 класра вĕренекенсем «Хамăн вăйă» ятлă мероприяти йĕркелерĕç. Вăйăра икĕ ушкăн ăмăртрĕ. Çак вăйă мелĕпех ачасем математикăна юратма, хăйсен тавра курăмне аталантарма тата логика шухăшлавне çирĕплетме пултараççĕ. Мультимедиапроекторпа усă курса экран çинче тĕрлĕ ĕçсем тумалли схема тухать. Унта задачăсен тупсăмĕсене тупасси, тĕрлĕ правилăсене пĕлнине кăтартасси, ребуссемпе кроссвордсен тупсăмĕсене пĕлессипе ыйтусем пулчĕç. Кашни ыйтăвах балпа хакларĕç.

Ачасем пурте ыйтусем çине хуравларĕç. Анчах та Максим Малышев пуринчен те пултаруллă пулнипе палăрчĕ. Пĕрремĕш ушкăнри ачасем 1200 балл пуçтарчĕç. Иккĕмĕш ушкăнрисем - 3000 балл. Çак вăйă ачасем математикăна юратнине кăтартрĕ. Ăс-тăна аталантаракан предметпа туслă пулни малашнехи çулсенче çĕршыва аталантарас ĕçре лайăх палăрасса шанас килет. Киввăрмарсем çак ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывĕç пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика