10 декабря 2010 г.
М.Игнатьев Президент Чăваш Ен пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа 100 кун иртнĕ май пресс-конференци иртнĕ. Вăл малтан палăртнинчен самай вăраха кайнă: сехет çурă вырăнне 2 сехет ытла пынă.
Пурнăçланă пысăк ĕçсен шутĕнче Президент вырăнти хăй тытăмлăха суйланине, сити-менеджерсене çирĕплетнине палăртнă. Кадрсене илес пулсан «аппарат йĕркеленнĕ, влаç вакуумĕ пулман тата пулмĕ». Çапах ĕçе кирлĕ пек пурнăçламаннисенчен пĕр шелсĕр уйрăлма хатĕр.
Республикăра пурăнакансем Чăваш Ен влаçĕн ĕçĕ-хĕлне сивлемеççĕ тесе шухăшлать Президент.
Умри тĕллевсем пирки сăмах пуçарнă май Михаил Васильевич мĕн пур сферăра малалла талпăнмаллине палăртса çитĕнÿсене инновацисем, ĕç тухăçлăхне ÿстерни çинче никĕслемелли пирки пайăррăн каланă.
Ун шучĕпе кризис манăçса пырать: «Чăн та, промышленноç производстви кăçал кризисченхи 2008-мĕш çулхипе танлашаймасть-ха, 2011 çулта вара çав шая тухатпăр кăна мар, иртетпĕр те».
Шупашкар шыв управне проектпа пăхнă шая çĕклесси, çамрăксен ипотеки пирки калаçусем пынă. Çĕре 10-15 çул сутма юраманнине çирĕплетмелле. Президент шучĕпе пирĕн условисенче хуçалăхсенче 400 ĕнерен кая мар усрамалла. Ытларах - тупăшлăрах. М.Игнатьев шучĕпе, ялсене шывпа тивĕçтерес ĕçе пуянсене явăçтарма тăрăшмалла, вĕсенчен укçа ыйтмалла.
Михаил Васильевич пĕтĕм тÿре-шарана чăвашла пĕлнĕ тăрăх кăна хаклама юраманнине палăртнă май культура, ял хуçалăх министрĕсен чăвашла пĕлмеллех тенĕ. Пуçлăхсемпе сити-менеджерсем хирĕçсе пĕтмĕç-и; М.Игнатьев шучĕпе ĕç-пуç йĕркеллех пулмалла. Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах, администраци пуçлăхĕ тивĕçтермест тĕк халăх суйлакан депутатсен пухăвĕ ăна вырăна лартма пултарать.
100 кунра тума ĕлкĕрнĕ чи пысăк çитĕнÿсем пирки ыйтсан Михаил Васильевич ăнăçусене пĕччен туманнине пайăррăн палăртнă. Пĕрлехи çитĕнÿсем шутĕнче вара - промышленноç производствин ÿсĕмĕ 114,7 процентпа танлашни. Ял хуçалăх министерстви урлă республика валли хушма çĕр-çĕр млн тенкĕ укçа илме пултарнипе те мăнаçланма юрать. Кунашкал тĕслĕх татах пур.