07 декабря 2010 г.
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан ĕçлеме те, савăнма та пултарнă. Çулсем иртсессĕн те çак паха енсем паянхи кун та упранса юлнă. Аслă ăрури çынсем çамрăксене чăваш йăли-йĕркине, юрри-ташшине вĕрентсе хăварма тăрăшаççĕ. Çавна май Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕн ĕçченĕсем тата ялти хĕрарăмсен канашĕ тăрăшнипе аслă ăрури хĕрарăмсен «Çăлкуç» ушкăнĕ йĕркеленчĕ.
«Çăлкуç» ушкăна хаваспах çÿрекенсем - М.Васильева, Ю.Васильева, П.Егорова, Н.Калягина, Н.Никонорова, Г.Никонорова, В.Петрова, З.Петрова, А.Яковлева, Л.Яковлева. Вĕсем ялта чи хисеплĕ çынсем, сцена çинче чи пултаруллисем. Кăçал кăна Л.Яковлеван 60 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ăна ăшă сăмахсемпе, парнесемпе, юрă саламĕсемпе чысларăмăр. Çак ушкăнра чи асли 78 çулхи В.Петрова. Ăна та çуралнă кун ячĕпе савăнăçлă каçра саламларăмăр. Нумай пулмасть Амăшĕн кунне савăнăçлă лару-тăрура ирттертĕмĕр. «Çăлкуç» ушкăн библиотекăна аннесен улахне пуçтарăнчĕ. Чуна тыткăнлакан ĕлĕкхи юрăсене шăрантарчĕç, ал ĕçĕсем турĕç. Çак куна халалласа «Анне чĕри» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Куракансем ал ăстисен ĕçĕсене курса савăнчĕç. Кунта И.Васильева, Н.Калягина хăйсем тĕрленĕ япалисене илсе килнĕ, Г.Михайлова тĕрĕ ăсти кăна мар, алăпа çыхнă тутăр, кофтăсем те курава тăратнă. Н.Гаврилов купăсçă шкул ачисене юрлаттарса амăшĕсене, асламăш-кукамăшĕсене савăнтарчĕ. Уяв ячĕпе ял тăрăхĕн специалисчĕ Р.Иванова хĕрарăмсене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме ăста Т.Гаврилова ăшă кукăльсемпе сăйларĕ.