АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вăхăтра вĕçлемелле

07 декабря 2010 г.

1990-1996 çулсенче çĕр реформи пынă вăхăтра çĕре харпăрлăха куçарса çĕрпе усă курма юракан свидетельствăсене илнисенчен çуррисем 2010 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухман.

Урăхла каласан, чылайăшĕ çĕр участокĕсен чиккисене палăртман, кадастр учетне тăратса унпа усă курмалли правине регистрацилемен. Çак ĕçе Шăхаль, Кĕтеснер, Арапуç, Тикаш ял тăрăхĕсенче аван йĕркеленĕ. Ку таранччен 4000 çĕр пайĕсен чиккисене палăртнă, анчах та çавсенчен 2068 пайне çеç регистрациленĕ.

2002 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче кăларнă «Ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламалли çĕрсен çаврăнăшĕ»101" Федераллă саккун вăя кĕриччен çĕр пайĕсене арендăна илнĕ тесе тунă договорсен вăхăчĕ 2011 çулхи январĕн 27 мĕшĕнче тухать. Арендăна илнĕ çĕр пайĕсене Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн прависене пăхăнса йĕркене кĕртмелле. Палăртнă вăхăт иртсен договорсене шантару хучĕпе усă кураççĕ. Кун пек чухне харпăрлăх урăх çын çине куçас хăрушлăх пысăк пулать.

Нумай çĕр пайĕсене никам та йышăнманнине кура ял хуçалăх çĕрĕсене пурне те ĕçе кĕртес тĕллевпе райадминистраци çĕрсене пайлассин схемине йĕркелессипе ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра юридици сăпатĕнчи тата уйрăм çынсем харпăр хăй çĕрĕсемпе малалла та тулли праваллă хуçа пулса юлас тесен çĕрсен пайĕсене регистрацилесе çĕрпе тĕллевлĕ усă курмашкăн саккунлă документ илмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика