07 декабря 2010 г.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Председателĕн В.Путинăн Республикăри общество йышăнăвĕн пÿлĕмне çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе час-часах килеççĕ.
Йышăну пÿлĕмĕ уçăлнă 2008 çулта кунта 775 çын пулнă, тепĕр çул икĕ хут ытларах çынна пулăшнă. Кăçалхи вун пĕр уйăхра 1600 çын хурав тупнă. Ытларах пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх (29,7 процент), социаллă пулăшупа социаллă хÿтлĕх (17,6 процент), промышленноç, строительство, транспорт, çыхăну (8,2 процент), ĕç тата шалу (7,9 процент), финанспа экономика блокĕн (7,9 процент) тата сывлăх сыхлавĕн (5 процент) ыйтăвĕсемпе килнĕ. Тематика йышăнăвĕнче 871 çыннăн ыйтăвне (пенсипе тивĕçтересси, ĕç укçи тÿлесси, ĕç сыхлавĕ, пая кĕрсе çурт-йĕр хăпартакансене хÿтĕлесси, вĕренÿпе ăслăлăх тата техника аталанăвĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшасси тата ытти вун-вун ыйтупа) татса пама пулăшнă.
Декабрĕн 3-мĕшĕнче кунта килнисене икĕ сехете яхăн ЧР Президенчĕ М.Игнатьев йышăннă. Кашнин - хăйĕн ыйтăвĕ. Çапах та вĕсенчен ытларахăшĕ халăх пурнăçĕпе çыхăннисем пулнă.
Журналистсен ыйтăвне хуравласа Президент кун пек йышăнусене малашне те хутшăнасса пĕлтернĕ: «Çакăн пек тĕл пулусенче халăх пурнăçĕ куç умне уççăн тухать, вырăнти ыйтусене тĕплĕн пĕлетĕн. Вĕсене татса парасси - пирĕн пĕрремĕш тивĕç. Эпир ăна манмастпăр. Ыттисене те манма памăпăр».