03 декабря 2010 г.
Нумай пулмасть Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 9 класс ачисем, вĕрентекенсем çак ялта çуралса ÿснĕ, хăй вăхăтĕнче кунти шкултан вĕренсе тухнă паллă педагогпа, педагогика наукисен докторĕпе, профессорпа, 79 çулхи В.Кирилловпа тĕл пулчĕç. Василий Кириллович 1990 çултанпа кăçалхи çулччен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче педагогика тата психологи кафедрин заведующийĕ пулса ĕçленĕ. ЧР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ. Ял ачисене çакăн пек пысăк тавра курăмлă, ăслă-тăнлă çынпа тĕл пулни усăллă пуласса шанас килет. В.Кириллов хăйĕн пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ, нумай интересли каласа пачĕ. Вăл ачасене шкултан лайăх вĕренсе тухса тĕрĕс професси суйласа илмелли пирки каларĕ, сĕнÿсем пачĕ, пĕтĕмĕшле каласан, вĕренекенсене хавхалантарса, çунатлантарса хăварчĕ. Хăйĕн ачисем те унăн аслă вĕренÿ заведенире ĕçлекенсем. Çак тĕл пулăва хутшăннăшăн Василий Кирилловича тав сăмахĕ калатпăр, малашне те ачасемпе çыхăну тытса тăма сĕнетпĕр.