АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне сăмах сăваплă

03 декабря 2010 г.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта Г.Петрован 1 в класĕнче Амăшĕсен кунне халаласа интереслĕ мероприяти иртрĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕ Г.Корытникова шкул ачисемпе вĕсен амăшĕсене уяв çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Класра çак ятпа çырнă тĕрлĕ писательсен кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ, вĕренекенсен парни - ÿкерчĕкĕсемпе плакатсем. Ачасен концертĕнче юрă-ташăсем, саламлă сăвăсем, литмонтажсем, тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем пулчĕç. Мероприятие хутшăннисем парнесем илчĕç. Амăшĕсем Г.Петровăна та уявпа саламласа парне пачĕç. Наталья матушка пурне те ăшă сăмахпа саламласа, юрласа, чи тутлă кучченеçпе хăналани те уяв пĕлтерĕшне самай вăйлатрĕ, пурне те килĕшрĕ. Асра юлакан çак мероприяти ăнăçлă иртрĕ. Амăшĕсен кунне халалласа библиотека ĕçченĕсем ку шкулти аслă классенчи вĕренекенсемпе тата куç начар куракансен общество членĕсемпе мероприятисем ăнăçлă ирттерчĕç.

Г. КОРЫТНИКОВА, библиотекарь.

 

Анне çĕр çинче чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çавăнпах-и, тен, эпир вĕсен уявне çулталăкне 2 хутчен паллă тăватпăр: пĕрре мартăн 8-мĕшĕнче, тепре - ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче. Амăшĕн кунне Раççейре кăна мар, ытти çĕршывсенче те паллă тăваççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Америкăра, Германире, Францире, Австрире - май уйăхĕнче, Норвегире - февральте, Аргентинăпа Индире - октябрьте. Грецире вара ку уява Гея ятлă - пĕтĕм Турăсен амăшне халалласа 15 ĕмĕртех уявлама пуçланă.

Кĕтеснерсем те Амăшĕн уявне кашни çулах паллă тăваççĕ. Шăмат кун амăшĕсемпе ачисем ял библиотекине çул тытрĕç. Кунта «Анне юратăвĕн çути иксĕлми» ятлă уяв ирттерме палăртнă. Ертсе пыракансем С.Скворцовăпа Л.Ломоносова уява хутшăнакансем валли тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, тестсем хатĕрленĕ. Ачасем амăшĕсене илемлĕ сăвă йĕркисемпе саламларĕç. Хăйсем çырнă хайлавĕсене вуларĕç, шÿтлĕ сценкăсемпе савăнтарчĕç. Куракансене «Виçĕ амăшĕ» ятлă сценка ытларах кăмăла кайрĕ (ватă амăшĕ рольне Л.Ломоносова вылярĕ). Ачасем юратнă çыннисем валли парнесем те хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, вăлах ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Л.Федорова пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕ: кашнине парне парса савăнтарчĕ.

Уяв сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Унта та сăмах амăшĕсемпе ачисем хушшинчи хутшăну пирки пулчĕ. Ачасем телейлĕ пулсан, амăшĕ вара татах та телейлĕрех.

Л. ЛОМОНОСОВА.

 

Ача çуралса калаçма пуçласан чи малтан «анне» сăмаха калать. Çак ырă та чи ăшă сăмах вара çынна мĕн ĕмĕрĕпех çул кăтартса упраса пурăнать.

Иртнĕ кунсем ытларах амăшĕн кунĕпе çыхăннă май Тупах ялĕнчи клубра та Амăшĕн кунне анлăн паллă турĕç. Хисеплĕ уява хатĕрленсе клуба шал енчен тĕрлĕрен плакатсем çырса çакса илемлетнĕ. Унта пырсан хăвна - амăшне ĕнтĕ - чăннипех те сума сунине туятăн. Çак кун клуба ялти чылай ятлă-сумлă хĕрарăмсем, ача амăшĕсем, çав шутра нумай ача çуратса ÿстерсе пурнăç сукмакĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларнисем те пухăннă. Амăшĕсене, мăшăрĕсене, кукамăшĕ - асламăшĕсене хисеплесе ялти çамрăксемпе арçынсем те килнĕ. Пирĕн ял чăннипех те хисепе тивĕçлĕ хастар та пултаруллă хĕрарăмсемпе пуян. Пĕрисем пĕр вăхăтрах нумай ача çуратса çитĕнтернĕ, çав вăхăтрах çын ачисене воспитани парас çĕрте - учительте тăрăшса мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă, теприсем ял хуçалăх ĕçĕнче ырми-канми тăрăшаççĕ, виççĕмĕшĕсем фермăри выльăх-чĕрлĕхе пĕчĕк ачисене пăхнă пек яваплăха туйса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хальхи ăрури амăшĕсем те тава тивĕçлисем питех те нумай - пурте хисеплĕ, ăшă сăмаха тивĕçлĕ çынсем, кил ăшшин вучахне тытса пыракансем. Вĕсем çинчен пычĕ те сăмах амăшĕсен кунĕнче. Ырă ята тивĕçлисене ятран каласах мухтарĕç А.Мокеева, А.Матвеева, В.Антипова тухса калаçакансем. Çак чаплă мероприятие А.Петрова клуб заведующийĕ йĕркеленĕ.

В.СУРНАЕВА.

 

Шăхальти культура ĕçченĕсем С.Чернова, Н.Федорова, Н.Разумова ялти вулавăшра «Чи лайăх анне» уяв ирттерчĕç. Ăна ертсе пыраканĕ вулавăш заведующийĕ Н.Разумова пулчĕ. Уява ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Семенов, районти Пенси фончĕн управленийĕн ĕçченĕ В.Капитонов та хутшăнчĕç. Шкул ачисем анне çинчен тĕрлĕ сăвăсем вуласа, юрăсем юрласа килнĕ хăнасене савăнтарчĕç. Н.Яндутова вĕсене баянпа выляса хавхалантарса пычĕ. Мероприятие ертсе пыраканĕ ачасемпе тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕ, пухăннă хăнасене анне çинчен çырнă тĕрлĕ юрăсем юрлаттарчĕ. Аннесем хушшинче «Чи лайăх анне» конкурс йĕркелерĕ. Чи пултаруллă, çаврăнăçуллисем - Р.Семенова, А.Яндутова, М.Николаева, А.Яковлева - Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Чун савăнать тата нумай пурăнас килет çакăн пек конкурссене, уявсене хутшăнсан.

Л. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика