АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Капăр прическа илем кÿрет

03 декабря 2010 г.

Район хаçачĕн иртнĕ номерĕсенче сире «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятин çĕвĕ цехĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăччĕ. Ку хутĕнче вара манăн сăмахăм парикмахерскин икĕ залĕнче ĕçлекенсем пирки пырĕ. Кашни хĕр-пикепе хĕрарăмăн илĕртÿллĕ те хитре пулас килет. Модăпа çĕлетнĕ тум-тирпе пĕрлех çынна илем кÿрекенни вăл - капăр прическа.

Çакна парнелекенсем - ăста алăллă парикмахерсем. Вĕсем пирĕн сăн-пите илемлетес, шалти туйăма çĕклентерес тесе мĕнле кăна прическа шухăшласа кăлармаççĕ-ши; Хĕр-пикесемпе хĕрарăмсене илем кÿрекен залра тăрăшса вăй хуракан Т.Павлова, Е.Прыгунова, И.Куприна парикмахерсем хăйсен ĕçĕнче яланах çĕнни шыраççĕ, хальхи вăхăта тивĕçтерекен прическăсем тăваççĕ. Тепĕр майлă каласан клиентсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Юбилейсене каймалла-и е çамрăксен туйне хатĕрленмелле-и, е тата ытти паллă уявсем çывхараççĕ-и, кунти парикмахерсем капăр прическа тума яланах хатĕр. Вĕсем клиентсене яланах хавас. Чиперленекенсем йышлă пулсан вĕсен вăхăтне перекетлес тĕллевпе пĕр-пĕр кун ятарлă вăхăтра килме палăртса хураççĕ. Кунне 20 яхăн клиентăн ыйтăвне пĕтĕмпех тивĕçтерме тăрăшаççĕ кунти ăста алăллă парикмахерсем. Пĕтĕмĕшле каласан арăш-пирĕш çÿçлĕ клиент та пултаруллă парикмахерсем патĕнчен пукане пек тухса каять.

Арçынсене прическа тăвакан залра та Е.Вотякова, М.Панасюк, С.Антонова парикмахерсем те хăйсен профессиллĕ ăсталăхĕпе палăраççĕ. Пултаруллă парикмахерсем арçынсене те илемлĕ прическăсемпе савăнтараççĕ. Кашни клиентăн ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Хакĕ тĕлĕшĕнчен илес пулсан, кунта çÿç кастарма хаксем ытла «çыртмаççĕ». Вĕсен ĕçĕпе клиентсем кăмăллă. Çавăнпа клиентсем кунта тăтăшах килсе тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика