АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи кунсен илемлĕхĕ

30 ноября 2010 г.

Кăçалхи кĕркунне ытти çулсемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Кĕрхи кунсем ăшă та илĕртÿллĕ пулчĕç, сарă хĕвел хăйĕн ăшшине пирĕн çине яма хĕрхенмерĕ. Çакăн пек пĕр илемлĕ кун эпир шкулта кĕрхи куна халалланă мероприяти ирттертĕмĕр. Унта 5-7 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ конкурссем иртрĕç: тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлесси, кĕрхи темăпа çырнă сăвăсен авторĕсене пĕлесси, пан улмирен шахмат фигури касса кăларасси, кĕрхи темăпа тĕрлĕ сăнсем туса кăтартни, хупнă куçсемпе пукан çинчен пукан çине пахча çимĕç хурасси. Кашни конкурсра кашни класс пултарулăхĕпе маттур тата ăслă пулни курăнчĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем шахмат фигури касса кăларассипе палăрчĕç, 5-мĕш класра вĕренекенсем хăйсемпе паллаштарнине ыттисенчен кулăшрах та тăрăшуллăрах тума пултарчĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем юрă-ташăра, тупмалли юмахсем тупсăмĕсене пĕлессипе, кĕрхи сăнсене сăнласа кăтартассипе чи пултаруллисем пулчĕç, 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Кайран вара пур класс ачисем те кĕрхи çимĕçсем çисе киленчĕç, килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика