АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Синкерлĕ çулсен ахрăмĕ

30 ноября 2010 г.

Пирĕн çĕршыв историйĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕшпе 50-мĕш çулĕсем культура ÿсĕмĕпе, коллективлă хуçалăх йĕркеленипе, индустрие сулмаклă утăмсемпе аталантарнипе, тăван çĕршыва фашистсенчен паттăррăн хÿтĕлесе хăварнипе , юхăннă хуçалăха ура çине тăратнипе, аркатнă хуласемпе ялсене чĕртсе тăратнипе, вĕçсĕр уçлăха тĕпчессинче пуçламăш утăмсем тунипе çеç мар, уйрăм çын интересĕсене ним вырăнне хуманнипе те, тивĕçлĕхсемсĕр тăратса хăварнипе те, пурлăхшăн, ĕненÿшĕн, ыттисенчен уйрăмрах та хастартарах ĕçленĕшĕн айăпласа пĕтернипе те паллă пулса юлчĕ.

Айăпсăр айăпланисене 1990 çул хыççăн анлăн реабилитацилесси пуçлансан çав вăхăтсем еплерех хăрушă та синкерлĕ пулнине ăнланса пытăмăр. Чăваш кĕнеке издательстви 2009 çулта икĕ томран тăракан «Политика репрессийĕсене лекнисен Астăвăм кĕнеки» пичетлесе кăларчĕ. Вăл вулавăшсемпе музейсене çитнĕрен, унпа кашниех паллашма пултарать. Асăрхăр: Чăваш Республикинче кăна репрессисене пула 50 пине яхăн çын шар курнă, вĕсенчен 397-шĕ Вăрмар тăрăхĕнчен.

Пирĕн районшăн синкерсен пуçламăшĕ 1921 çулхи выçлăх вăхăтне тивет. Вăрлăхлăх упранă тырра общество ампарĕсене пуçтарассине хирĕç тăнăшăн («Чаппан вăрçине» хутшăннăшăн) нумай хресчене арестленĕ: пĕрисене судсăр-мĕнсĕрех тĕрмесене хупса хунă, теприсене персе пăрахнă. Çав çулта 12 Вăрмар хресченĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Чиркÿ çыннисене уйрăмах хăрушлăх кĕтнĕ. Акă, Григорий Афанасьевич Афанасьев 1894 çулта Карăкçырма ялĕнче çуралнă. Пăртас чиркĕвĕн псаломщикĕ, 58 -мĕш статьяпа 1932 çулта айăпланă, Хĕвеланăç Çĕпĕре 3 çуллăха этаппа янă. 1937 çулта тепĕр хут арестленĕ. Ун чухне вăл çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ ĕнтĕ, апла пулин те Афанасьева ЧАССР НКВДăн тройки 58 статьяпа айăпласа персе вĕлерме приговор йышăннă. 1990 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче таса ята тавăрнă, анчах çыннине тавăраймăн.

Вăрмар çыннисем тĕлĕшпе çавăн пек синкерлĕ приговора 48 таран йышăннă, тĕрмесенче, следстви вăхăтĕнче асаплантарнине чăтаймасăр, чире кайса 14 çын вилнĕ.

1937-1938 çулсенчи репресси «кустăрми» ытла та вăйлă алхаснă çав: пĕтĕрнĕ те пĕтĕрнĕ вăл хăйĕн айне ним айăпсăр çынсене. Кулак ят илнисене, суйлав прависĕр тăратса хăварнисене, колхоза кĕмен хресченсене, колхозниксене те пĕр шелсĕр шăлнă та шăлнă «сармантей самани». Çав çулсенче 28 Вăрмар çынни «вилĕм» приговорне пула пурнăçран уйрăлнă. Вĕсем пурте вăйпиттисем, 30-40 çултисем пулнă.

Следстви изоляторĕсенче, тĕрмесенче асаплантарнисем хушшинче тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем: колхоз председателĕсем, шкул директорĕсем, парти райкомĕнче ĕçленисем пур. Акă Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Федорович Юрьев Чăваш ВКП(б) обкомĕнче ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, наркоматра çĕр ĕçĕн комиссарĕ пулнă. Ун пирки те 1939 çулта «вилĕм» приговорне йышăннă, анчах уйрăм Совещани 1940 çулта приговора улăштарса нумай çуллăха хупса усрама йышăннă. Халсăрланса çитнĕ «халăх тăшманĕ» П.Юрьев чире кайса тĕрме камеринчех вилсе кайнă.

Репрессисен тепĕр тапхăрĕ - 1941-1945 çулсене тивет. Вăрçă вăхăчĕ. Ытлашши сăмах персе ярасран (манăн чĕлхе - манăн тăшман), çул пуçсене хурласа каласран сыхлан та сыхлан. Итлесе тăракан, евитлекен, «кирлĕ çĕре» хыпар çитерекен тупăнсах тăнă вĕт. Уйрăмах колхоз ĕçĕнче тăрăшакан хĕрарăмсене йывăр лекнĕ. Ара, вĕсен кил хуçалăх тытса тăмалла, савнă упăшкисем фронтра тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă чухне ачи-пăчине те пăхмалла, килте ват çынсем пулсан вĕсене те асăрхамалла, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтермелле, тĕрлĕ налук-заема вăхăтра тÿлемелле, колхоз ĕçне хутшăнмалла, бригадир хушнине пĕр сăмахсăрах пурнăçламалла, правлени çирĕплетнĕ ĕç кунĕн минимумне тултармалла. Ĕçе кая юлса пырсан е ĕçрен иртерех кайсан, выçăпа касăлакан ача-пăчана кăшт та пулин çимелĕх пĕр кĕсье тырă илсе тухнине асăрхасан - суд, айăплав. Акă пĕр приговора вулатпăр: СССР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн уйрăм совещанийĕ 1943 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче йышăннă: «Л.Александровăна, Кавал ялĕнчи «Маяк» колхоз колхозницине, Коми АССРне 5 çуллăха ярас, пурлăхне конфискацилес». Çакăн пек приговорсем - теçетки-теçеткипе. Чи хăрушши - персе вĕлерме йышăнни. Вăрçă çулĕсенче 8 çыннăн пурнăçĕ «вилĕм» приговорне пула, 9 çыннăн пурнăçĕ тĕрмесенче татăлнă. Вĕсен хушшинче икĕ хĕрарăм та пур.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче репресси «çави» Вăрмарсене питех пырса тивмен курăнать. Вăл ытларах çар çыннисен, интеллигенцин, ертÿçĕсен шăписене синкер кÿнĕ. Ял хуçалăхлă район çыннисем юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă, çĕнтерÿпе таврăнакан арçынсене кĕтсе илнĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ - пурнăç тунă.

Çак статьяна çырма лариччен чылайччен иккĕленсе тăтăм: кирлех-ши иртнĕ вăхăтсен синкерлĕ саманчĕсене тепĕр хут хускатма; Пирĕн тăрăхра политика енĕпе айăпланисене хупса усранă тĕрмесемпе колонисем пулман вĕт, «вилĕм» приговорне пурнăçланă вырăнсем те çук. Кирлехчĕ-ши айăпсăр айăпланнисен ячĕ - шывĕсене, ялĕсене палăртма;! Кирлех пуль. Манар мар: репресси тапхăрĕнче шар курнисем Вăрмар районĕнчен кăна 397 çын. Вĕсем официаллă хутсем тăрăх палăртнисем. Палăртманнисем, архивра тупăнманнисем...

Пĕр хисеплĕ çыннăн шăпи аса килет: вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ П.Васильев, Паттири тата Энĕшпуçĕнчи чиркÿсен священникĕ. 1920-мĕш çулчченех Вăрмар тăрăхĕнчи шкулсенче вĕрентекен учительсен пĕлĕвне ÿстерекен курссене йĕркелесе тăнă. Çĕнĕ пурнăç тума пуçласан, колхозсем йĕркелеме тытăнсан «пуп чиркÿре советсене хирĕç калаçать» тенĕ çăхава пула Петр Васильевича Çĕрпĕве илсе кайнă, следстви изоляторĕнче уголовниксемпе пĕрлех тытнă. Çитмĕлтен иртнĕ старике йăлтах хĕнесе-çĕмĕрсе пĕтернĕ. Юлашкинчен айăплава çирĕплетсе парайманнине пула кăларса яраççĕ. Çакăн пек мăшкăла тÿснĕ хыççăн нумаях пурăнайман вăл, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Тытса кайнине, тĕрмере хупса усранине, допрос ирттернине çирĕплетекен хутсем, ахăртнех, сыхланса юлман. Çакăн пек шăпаллă, анчах политика репрессине лекнисен шутне кĕрейменнисем мĕн чухлĕ-ши тата; Вĕсене те манас марччĕ.

Октябрĕн 30-мĕшĕ - политика репрессийĕсем вăхăтĕнче синкер курнисене асăнмалли кун. РФ Патшалăх Думинчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин фракци депутачĕсем çапла сĕнеççĕ: кашни районтах, кашни хуларах, уйрăмах политика енĕпе айăпланисене хупса усранă тĕрмесемпе изоляторсенче, «вилĕм» приговорне пурнăçланă вырăнсенче Асăну кĕтесĕсемпе музейсем уçмалла. Айăпсăр айăпланнă пĕр çыннăн та ячĕ-шывĕ çухалмалла мар.

Вăрмар тавра пĕлÿçĕсен районти музейĕн пĕр залĕнче «Асăну кĕтесне» уçас тĕллев пур. Шанатпăр: çак ырă пуçаруран Вăрмар халăхĕ айккинче юлмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика