30 ноября 2010 г.
Çын ăшă тата хăтлă çуртра пурăнтăр, ачасем çуратма ан хăратăр тата ватăсен канлĕхĕшĕн ан кулянтăр тесен тивĕçлĕ общество инфратытăмĕ кирлĕ. Çавна май социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать.
Пирĕн республикăра çурт-йĕр çавăрма е туянмашкăн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсене пирĕн район администрацийĕ тĕллевлĕ пурнăçласа пырать. Акă иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Шутнерпуç тата Аслă Чак ялĕсенче нумай ачаллă çемьесем валли хăпартнă çурт-йĕре ĕçлĕ комисси йышăнчĕ. Асăннă çуртсене çемьере çул çитмен 5 е ытларах ачасем пуррисем валли тунă.
Аслă Чакри Иринăпа Владислав Егоровсен çемйи те тивĕçрĕ çак хăтлă та капмар çурта. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем кĕске вăхăтра Егоровсен çемйи валли хитре те хăтлă çурт хăпартса лартрĕç. 7ача çитĕнтерет Егоровсен туслă çемйи. Хальхи вăхăтра виççĕшĕ шкула çÿреççĕ, тепĕр тăваттăшĕ амăшĕпе килте. Ирина Михайловна йышлă çемьере ÿснĕрен хăй те 7 ачана кун-çул парнеленĕ. Хăйсен вăйĕпе хăпартнă çурчĕ йышлă çемьешĕн хĕсĕкрех пулнăран, çакăн пек пысăк парне вĕсемшĕн чăн-чăн савăнăç пулчĕ тесе палăртрĕ нумай ачаллă амăшĕ. Çак кунсенче вĕсен туслă çемйи икĕ хутлă капмар çурта куçма палăртать. Ирина Шупашкарти медицина училищине пĕтерсен пĕр вăхăт стоматологи поликлиникинче ĕçленĕ. Чунĕ тăван тăрăха туртнăран вăл тăван ялне таврăнать, Аслă Чак каччипе çемье çавăраççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта медицина сестри пулса ĕçлет. Мăшăрĕ В.Егоров «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Канашри уйрăмĕн Чупайĕнчи дистанцийĕнче вăй хурать. Хальхи вăхăтра Ирина Михайловна ачасемпе килте кĕштĕртетет. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк вĕсен: ачасене ырă, сывă çитĕнтересси, кил-хуçалăхне тĕреклетесси.
Шутнерпуç ялĕнче пурăнакан Е.Васильева йышлă çемйи валли те çурт-йĕр хăпартнă.
Кашни çуртнех çут çанталăк газĕ, электричество çути, шыв пăрăхĕсем кĕртнĕ. Егоровсен тата Васильевсен çемйисем район администрацине, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсене ырă сăмахсем калаççĕ.