АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç

30 ноября 2010 г.

Районти Культура çуртĕнче иртнĕ Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври иккĕмĕш ларăвĕнче пурĕ 14 ыйту пăхса тухрĕç.

Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем, федераллă тата республикăри службăсен пуçлăхĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Депутатсем Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен яланхи комиссине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех «2011-2020 çулсенчи Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ аталанăвĕ», «2011-2020 çулсенчи Вăрмар районĕнчи шкул çулне çитмен ачасене вĕрентессине аталантарасси», «2011-2020 çулсенче шкул ачисене тата çамрăк ăрăва воспитани парассине модернизацилесси» тĕллевлĕ хушма программăсене йышăнчĕç. Асăннă тĕллевлĕ программăсем çинчен тĕплĕнрех райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов чарăнса тăчĕ. «2011-2020 çулсенчи Вăрмар районĕнчи потребительсен рынокĕ тата пулăшу ĕçĕсен аталанăвĕ» районти тĕллевлĕ программа çинчен райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова тухса калаçрĕ, хăш-пĕр сферăри ĕç-хĕлĕн çитменлĕхĕсене палăртрĕ. Çавăн пекех Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн «2010-2012 çулсенчи Вăрмар районĕнчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн программи çинчен» йышăнăвне улшăнусемпе хушусем кĕртнĕ. Муниципаллă пурлăха приватизаци тăвас ыйтусене те сÿтсе явнă, территори суйлав комиссине кандидатурăсем тăратнă, шкул çулне çитмен учрежденисенчи медицина ĕçченĕсене районти тĕп больница штачĕ çине куçарас ыйтăва татса панă. Кăçалхи 9 уйăхра район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пани пирки финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова паллаштарнă. Лару район пуçлăхĕ - депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене удостоверенисем панипе вĕçленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика