30 ноября 2010 г.
М.Игнатьев Президент Чăваш Республикин Модернизаци тата технологи аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвне ирттернĕ.
Вице-премьер - хула строительствипе общество инфратытăмĕн министрĕ А.Гончаров энергетикăна çĕнетмелли стратеги планĕсемпе паллаштарнă. Топливăпа экономика ресурсĕсен хакĕсен 2030 çулчченхи ÿсĕмĕн прогнозĕ çинчен каласа панă: çут çанталăк газĕ çав вăхăт тĕлне 167,3 процент хакланмалла, мазут - 106,4, электроэнерги - 187,5 процент, ăшă энергийĕ - 3,9 хут. Министр палăртнă тăрăх, экспертсен шухăшĕпе, асăннă çул тĕлне Раççей топливăпа энергетика ресурсĕсен хакĕсемпе тĕнчери хаксен шайне тухĕ, çавна май вăл энерги перекетлессипе тата энергипе тухăçлă усă курассипе çыхăннă татăклă мерăсем сĕннĕ. Ку Раççей Президенчĕ 2020 çулччен çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ энерги тăкаклассине 40 процентран кая мар чакарма чĕнсе каланипе килĕшсе тăрать.
Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина çывăх çулсенче сывлăх сыхлавне çĕнетмелли стратеги çинчен каласа панă. Республикăн çак ыйтупа хатĕрленĕ программине пурнăçланă май 2011-2012 çулсенче çынсем юн çÿревĕн чирĕсемпе вилесси 8 процент чакмалла, усал шыçăсенчен - 3 процент. Çавăн пекех ĕçлеме пултаракан çулсенчи çынсем транспорт çинче суранланнă май пурнăçран уйрăласси те 15 процент сахалланмалла. 2013 çул тĕлне пурнăç тăршшĕ 70,6 çулпа танлашасса кĕтеççĕ.
М.Игнатьев муниципалитет пĕрлĕхĕсен ларăва хутшăннă пуçлăхĕсене энерги перекетлес тата сывлăх сыхлавне çĕнетес ĕçе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă. Ларура канашăн Тупăшсене хавхалантарас тата бюджет тăкакĕсемпе тухăçлă усă курас, предпринимательлĕх, пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче инноваци ĕç-хĕлне аталантарас, регионăн энерги тата ресурс перекетлессипе çыхăннă политикине пурнăçа кĕртес, Професси вĕрентĕвĕн тытăмне çĕнетес тата бизнес пĕрлĕхсене вĕрентÿ процесне явăçтарас, промышленноç комплексне çĕнетес тата экономикăн мĕн пур сферинче инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртес, социаллă сфера отраслĕсене çĕнетес, бюджетăн тата патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнĕсене туса хунă.