26 ноября 2010 г.
Кашни ачана çут тĕнче парнелекенĕ ашшĕпе амăшĕ. Ашшĕпе амăшĕ пур ачасен пурнăçĕ илемлĕрех те пуянрах, савăнăçĕ те виçесĕр, куçĕсем те тунсăхпа витĕнмеççĕ. Киле çитсенех вĕсене хаклă çыннисем ытама илеççĕ, сĕтел çине вĕри апат тухса ларать, часах шăкăл-шăкăл ăшă калаçу пуçланать.
Шел те, пур ача та пурнăçăн çак саккунĕпе пурăнаймасть. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕшĕн юратса пурнăç парнеленĕ пепкисем кăшт вăхăт иртсен темшĕн ытлашши пулса тухаççĕ, ятарлă ача çурчĕсенче хÿтлĕх тупаççĕ. Сăмах та çук, унта вĕсене никам та кÿрентермест, килти пекех тутлă çитереççĕ, таса тăхăнтараççĕ, ăшă сăмахпа та йăпатаççĕ. Анчах анне чĕринчен тухакан хĕрÿ, анне чĕлхипе калакан ăшă сăмах, анне аллин ăшши, аннен çирĕп ытамĕ пурпĕрех çитмест. Çак çитменлĕхе тултарма, хăй чĕри айĕнче йăтса çÿресе пурнăç паман ачасене хăй çуратнă ачасем пек пăхса усрама пултаракан амăшсем пурри «Тĕнче ырă çынсемсĕр мар» текен каларăша тÿрре кăларать, çĕр çинче усаллинчен ырри нумайрах пулнине кăтартать, çавăн пек çынсене ыттисенчен çÿлерех çĕклет, вĕсем çине ăшшăнрах, каласа пама сăмах та çитмен туйăмпа пăхма хистет.
Çакăн пек çынсенчен пĕри - Мăнçырмара пурăнакан Людмила Юрьевна Павлова. Вăл 1978 çулхи апрелĕн 22-мĕш кунĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшне савăнтарса утса-чупса çÿрекенсем пиллĕкĕн пулнă вĕсем: 3 хĕр те 2 ывăл. Пурте эпир çĕр çинче лайăххине çеç курса пурăнма ĕмĕтленетпĕр, анчах та пурнăç тикĕс килмест, ĕмĕр вĕçсĕр пулмасть, ыран пире мĕн кĕтнине никам та пĕлмест. Ашшĕ вилсен Люда Йĕпреçри интернат-шкула лекет, унта вĕренме пуçлать. Алла пĕрремĕш документ илнĕ хыççăн Канаш хулинчи 17-мĕш номерлĕ училищĕре вĕренет, мотористка-çĕвĕç профессипе ĕçе вырнаçать. Ачалăхĕ çăмăл пулманни Людăн калаçăвĕнчен уççăнах палăрать, пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрме хистекен ачаран юлнă васкаварлăх халĕ те çухалман.
- Мĕн çамрăкранах хама-хам пăхса ÿстернĕ эпĕ, - калаçăва тăсать Люда. - Выçă хырăма тăрантма та, çи-пуçа йĕркеллĕрех тăхăнма та хамăнах тăрăшмалла пулнă. Ăçта кăна çитмен-ши эпĕ, ăçта кăна ĕçлесе курмарăм-ши; Çамрăксем ăçта ĕçе йыхравлаççĕ - çавăнта кайнă. Астрахань, Волгоград хулисене те çитнĕ. Юлашки çулсенче çĕршывăн тĕп хулинче - Мускавра - ĕçленĕ. Кунтах пулас мăшăрĕпе паллашнă. 2006 çулта мари каччипе çемье çавăртăмăр. Ачалăхăм çуралнă ял урамĕсенче чупса иртментен те-и, тен, чун тăван ялаллах туртрĕ. Иккĕн ĕçлесе кăштах укçа пухсан çурт туянтăмăр. Халь ялта та хулари пекех пурăнма пулать вĕт: çутă пур, пÿрт ăшă, шыв пÿрте кĕрет, каялла юхса тухать. Иртнĕ кунсене хальхи пурнăçпа танлаштаратăп та - хама телейлĕ тесе шутлатăп, - тет Людмила Юрьевна.
Хăтлăхпа тыткăнлакан пÿрт ăш-чикки ача-пăча сассин янăравĕсĕр пушă туйăннăран Павловсен туслă çемйи пысăк та яваплă, сăваплă ĕç тума йышăнать: Арапуçĕнчи реабилитаци центрĕнче хÿтлĕх тупнă Владикпа Лиза пĕр тăвансене хăйсен ăшă çунатти айне илет. Людăн мăшăрĕ Мускавра ĕçлет, укçа-тенкĕпе çителĕклĕ тивĕçтерет. Владик Мăнçырмари вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренет, Лиза ача садне çÿрет. Çĕнĕ çемьере пурăнма пуçлани çулталăк та çитмен-ха, анчах та Владикпа Лиза Людмила Юрьевнăна «мама» тесе çеç тăраççĕ. Кун пек чухне амăшĕн савăнăçĕ уçă та ăшă куллинче палăрать, вĕсене вăл çупăрласа çеç тăрать. Тепĕр ачан вĕсем çине пăхса ăмсанмалли çеç юлать.
Чăн та, мĕн тери пуянлăх çĕр çинче анне пурри, мĕн тери сăваплă çĕр çинче «анне» тенине илтсе пурăнма. «Анне» текен мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ пуянрах нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усма хăнăхман пирĕн аннесем.